АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛАСЛĂХ – МАЛ ĕМĕТЛĕ çАМРĂКСЕНЧЕ

21 мая 2011 г.

Ÿссе çитĕнекен ăрăвăн, çамрăксен гражданла позицине çирĕплетес, вĕсене обществăлла пĕрлешÿсемпе çывăхлатас тĕллевпе районта ача-пăча организаци-йĕсемпе пĕрлешĕвĕсен фестиваль-слетне ирттереççĕ. Кăçал вăл пиллĕкмĕш хут пулчĕ. Унта 16 ушкăн килчĕ. Малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Афанасьев уяв ячĕпе саламларĕ, “Манăн пуçару” ача-пăча пĕрлешĕвĕсен республика конкурсĕн ра-йон шайĕнчи лидерĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Унтан мастер классен конкурсĕ пуçланчĕ. Ташласа, хăйсен ĕçĕ-хĕлне çутатса, паянхи лидера мĕнле курнине палăртса, тĕп мероприяти çинчен информаци хатĕрлесе памалла пулчĕ слета хутшăнакансен. Кашнийĕшĕ хастар ĕçлерĕ, хăйĕн пултарулăхне коллективра курчĕ.

Слетăн иккĕмĕш пайĕнче делегацисем район центрĕнчи тĕп урампа – Ленин проспекчĕпе – юрласа хавхалануллă иртрĕç. Девизĕпе, речевкипе паллаштарчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вара пĕрлешÿсем хăйсен визиткисене кăтартрĕç.

Слетра пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкулти “ДОМ”, иккĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулти “Бурнашевцы”, виççĕ-мĕшне Сăкăтри вăтам шкулти “Ешĕл хунав” пĕр-лешÿсем тухрĕç.

Уявра кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне палăртма пултарчĕ. Ачасемпе аслисем пĕр шайра хутшăнса пурнăçра кирлине илейрĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика