АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун çулталăкшăн яваплă

21 мая 2011 г.

“Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕн территорийĕнче ял хуçалăх ертÿçисемпе, тĕп агрономсемпе тата фермер хуçалăхĕн ертÿçисемпе канашлу иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, çак пайри специалистсем, “Раççей ял хуçалăх центрĕ” Федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов тата ыттисем те хутшăннă. Канашлура кĕрхи тата çурхи культурăсене çитĕнтерес ыйтăва хускатнă.

Н. Глухов çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлесси, минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси пирки чарăнса тăнă. Кĕрхисене акма паянах пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси, йÿнетнĕ хакпа дизтопливо туянасси те калаçура тĕп вырăн йышăннă.

В. Шалтынов тĕп агрохимик акнă чухне, кайран та минераллă удобренисем мĕнле витĕм кÿнине, çакă тухăçра курăннине палăртнă. О. Глухов ÿсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли мелсем çинчен пĕлтернĕ.

Канашлăва М. Калмыков пĕтĕмлетнĕ. Пĕр гектар çĕре те пушă вырттармалла маррине, çĕнĕ технологисемпе усă курмаллине, малта пыракансен опычĕсене те пурнăçа кĕртмеллине каланă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика