АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале – виçĕ спектакльпе

21 мая 2011 г.

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен “Науруз” Х театр фестивалĕ уçăлать. Унта К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ “Евчĕ” (А. Цагорели) спектакльпе, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕ “Кĕмĕл тумлă çар” (М. Карягина) пьесăпа, Чăваш патшалăх пукане театрĕ вара “Хупах хăлха Илюк” (Е. Лисина) юмахпа хутшăнĕç. Сăмах май, “Евчĕ” тата “Хупах хăлха Илюк” спектакльсем – пукане театрĕн илемлĕх ертÿçин, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн Юрий Филипповăн ĕçĕсем. Палăртни вырăнлă: “Кĕмĕл тумлă çар” пьесăна фестиваль спектаклĕ тесен те юрать. Нумай пулмасть вăл Турцире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк чĕлхиллĕ театрсен фестивальне хутшăннă пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика