АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăхне кăтартнă

25 мая 2011 г.

“Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕнче машинăпа ĕне сăвассипе тата ĕнесене искусствăлла майпа йăхтарассипе конкурс иртнĕ. Унта Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсенче вăй хуракансем хутшăннă.

Дояркăсем малтанах теори пайĕпе паллаштарнă, унтан сĕт сăвакан аппарата сÿтсе тата тĕрĕс мĕнле пуçтармаллине, сума ларас умĕн аппарата епле хатĕрленине кăтартса панă.

Выльăхсене искусствăлла майпа йăхтарассипе тăрăшакан техниксем ĕнесене йăхтарма хатĕрленипе, лабораторинчи ĕçĕсемпе, шутпа отчета мĕнле тунипе паллаштарнă, ыйтусене хуравланă.

Машинăпа ĕне сăвассипе дояркăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн – Н. Евграфова (“Красное знамя”), иккĕмĕш – Е. Киргизова, виççĕмĕш Н. Перепелкина (“Звезда”) йышăннă.

Осеменаторсенчен малти вырăнсене Г. Андреева (“Звезда”), К. Ульянова (“Труд”), Л. Стихова (Ленин ячĕллĕ) тата З. Бакашина (“Труд”) тухнă.

Конкурса хутшăнакансен ăсталăхне районти ветеринари службин начальникĕ П. Ефимов, район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай специалисчĕ Ю. Федоров, “Чувашское” пĕрлешĕвĕн ăратлăхпа ĕçлекен районсем хушшинчи зоотехникĕ Г. Зинетуллин тÿресем хак панă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем, укçа парса хавхалантарнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика