АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĕРЕНÿРЕ ТЕ, СПОРТРА ТА ПĕРЛЕ

25 мая 2011 г.

Аслă Чементи вăтам шкулăн вун пĕрмĕш класĕнче вĕренеççĕ В. Фроловпа А. Медведев. Иккĕшĕ те Президент стипендиачĕсем, спортпа туслă. Вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен физкультура олимпиадин юлашки этапĕнче призерсен ретне кĕчĕç. Килти ĕçе пурнăçланисĕр пуçне хăйсем тĕллĕн пĕлĕвĕсене ÿстерессине те тимлĕх уйăраççĕ. Класс ертÿçин çывăх пулăшаканĕсем Валерăпа Саша. Класăн, шкулăн, ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Шкулта, районта ирттерекен мероприятисенчен пĕринчен те юлмаççĕ. Сцена çинчи ăсталăхĕсем те пысăк. Ташлама юратаççĕ.

Хисеп грамотисем иккĕшĕн те йышлă. Предмет эрнисене хастар хутшăнаççĕ. Валера районта экологипе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш, тĕн культурин никĕсĕсемпе–иккĕмĕш, физкультурăпа пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнă май республикăри викторинăна хутшăннă. Район тулашĕнчи наукăпа практика конференцийĕнче ачасен экологи форумĕнче, спортпа сывлăх фестивалĕнче çĕнсе илнĕ призлă вырăнсем те пур.

Компьютерпа интересленет Саша. Ырă кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Хăйне хăй шанаслăхĕ пысăк. Йĕлтĕрпе чупассипе район призерĕ. Кире пуканĕ йăтассипе, тĕл перессипе пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ пулнă.

Иккĕшĕ те “Чĕвĕлти чĕкеç”, “Русский медвежонок”, “Кенгуру” конкурссене çулленех хутшăнаççĕ.

Спортпа туслă çемье Медведевсеннипе Фроловсен. Республика шайĕнчи ăмăртусенче те тупăшнă вĕсем. Валерăпа пĕрле Владимир Георгиевичпа Светлана Ильинична “Çемье çулталăкĕ” конкурса та хутшăннă. Сашăпа Гаврил Федорович, Мария Викентьевна ташă ăстисем те шутланаççĕ. Ывăлĕ ку енĕпе Стамбул хулинчи тĕрĕк халăхĕн фестивальне те хутшăннă. Республика фестивалĕнче лауреат дипломне, ытти уявсенче призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Район фестивалĕнче гран-прие, “Акатуй-Сабантуйра” лауреат ята çĕнсе илнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика