АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсем дипломпа таврăннă

25 мая 2011 г.

Районти шкулсенче вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен учительсем Славян çырулăхĕпе культурин кунне халалланă “Уçă урок” VI республика фестивальне хутшăннă. Асăннă мероприяти ЧР Вĕрентÿ министерствин “Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ” учреждени базинче иртнĕ.

Учительсем вĕрентÿре воспитани кăтартăвĕсене лайăхлатакан технологисене пурнăçа кĕртессипе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Педагогсем хăйсен программисене, проекчĕсене, вĕрентÿпе методика пособийĕсене, класс тулашĕнчи ĕçсене презентациленĕ. Вĕренекенсен калаçу культурин шайне ÿстерессипе, тĕпчев ĕçĕсене лайăхлатассипе, Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тыттарассипе мĕнле тăрăшнине кăтартса панă.

142 участник хушшинче В.Афанасьевăпа О.Елкина (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул), Л.Романовăпа (Первомайски) Г.Сафиуллина (Алманчă) III степеньлĕ диплом илме тивĕçнĕ. “Уçă урок” фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пурĕ 32 учитель пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика