25 мая 2011 г.
Хирти Пикшикре çуралса ÿснĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Рассых Камалетдинов çак кунсенче 85 çул тултарчĕ. Рассых Ямалетдиновичăн спортри çитĕнĕвĕсем Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕсметре тăнă чухне палăрма пуçланă. 1946-1950 çулсенче пирĕн ентеш çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе тата кире пуканĕ йăтассипе Магадан облаçĕн тата Хабаровск тăрăхĕн чемпионĕн ятне пĕрре мар çĕнсе илнĕ.
Çартан таврăнсан Хирти Пикшик каччи Шăнкăртамри вăтам шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 1968 çулта ăна “Урожай” физкультурăпа спорт обществин республикăри канашĕн председателĕн çумне суйланă. СССР физкультурăпа спорт отличникĕ, çĕр-шыв чемпионĕ тата рекордсменĕ Рассых Ямалетдинович тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçпе сыв пуллашма васкаман. Вăл паянхи кун та республикăра физкультурăпа спорта малалла аталантарассине нумай тăрăшать.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ.