АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне республикăра хÿтĕлерĕç

25 мая 2011 г.

Шупашкарти “Олимпийский” тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе республика кубокĕшĕн пыракан финалти ăмăртусем иртрĕç. Унта 1994-1995, 1996-1997 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хутшăнчĕç. Район чысне чи тивĕçлисем хÿтĕлерĕç. Вĕсем çак ăмăртăва хутшăнма маларах районта, кÿршĕллĕ районсемпе ирттернĕ ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕрен тивĕç пулчĕç. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çăмăл атлечĕсенчен 1996-1997 çулсенчи арçын ачасенчен 1000 метра чупса иккĕмĕш вырăна Первомайскинчи вăтам шкулти Александр Фомин (тренерĕ Л. Никитин) тухрĕ. 400 метрлă дистанцие 1996-1997 çулсенчи хĕр ачасенчен Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти саккăрмĕш класри Кристина Егорова (тренерĕ Т. Кудряшова) финиша иккĕмĕш кĕчĕ. 1994 çулхи Туçари вăтам шкулти Алексей Астраханцев (тренерĕ В. Козлов) виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Район чысне хÿтĕлесе çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Александр Лаврентьев (тренерĕ С. Эриванова), Алманчăри вăтам шкулти Мария Генералова (тренерĕ Н. Генералов), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Алена Михайловăпа Никита Никитин (тренерĕ Т. Кудряшова) та чупрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Район чысне хÿтĕлекенсемпе савăнмалăх пурах çав.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика