25 мая 2011 г.
Çак кунсенче Нăрваш Шăхалĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă СССР спорт мастерне Н. Ильина (Тукмаков) асăнса тата велосипед спорчĕн тăватă енĕпе СССР спорт мастерĕн В. Мулендеевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Палăртнă вăхăта хамăр республикăри велосипедистсемсĕр пуçне Тутарстанран та килсе çитрĕç.
Малтан 1999 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем старта тăчĕç, икĕ çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç. Чи вăйлисем Нăрваш Шăхальсем пулчĕç, чемпион ятне П. Павлов çĕнсе илчĕ. В. Шай-манов (Н. Шăхаль) – иккĕмĕш, М. Федоров (Çĕнĕ Шупашкар) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен О. Крыловăпа (Шупашкар) И. Богдановăна (Патăрьел) çитекенни пулмарĕ.
Тепĕр ушкăнра Вăрмар райо-нĕнчи çамрăк велосипедистсем вăйлăраххи палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна В. Афанасьев (Н. Шăхаль) тухрĕ. Хĕр ачасенчен вăйлисем хуçасем пулчĕç, М. Егорова чемпионка ятне тивĕçрĕ.
1995-1996 çулсенче çуралнисем хушшинче Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи А. Матвеева çитекенни пулмарĕ. Хĕрсенчен, малтан кĕтнĕ пекех, Раççей чемпионки, тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçи О. Терентьева (Вăрманхĕрри Шăхаль) мала тухрĕ.
Ытти ушкăнсенче те ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Юлашкинчен старта спорт ветеранĕсем тухрĕç. Çапла майпа ăмăртăвăн пĕр-ремĕш пайĕ вĕçленчĕ.
Иккĕмĕш пайра велосипедистсем вунă çухрăмлă дистанцире ăмăртрĕç. Старта 33 спортсмен тухрĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен вăтăршар секундран хускалса кайса ăмăртрĕç. Çак хушша Вăрмар районĕнчи Д. Белов чи кĕске вăхăтра тухрĕ. Ун хыççăнах финиша В. Афанасьев (Н. Шăхаль) кĕчĕ. Хĕрсенчен чи вăйли Нăрваш Шăхаль хĕрĕ С. Михайлова пулчĕ. Унăн юлташĕ М. Егорова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
1995-1996 çулсенче çуралнă ушкăнра Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи А. Матвеев финиша виççĕмĕш кĕчĕ. Хĕрсенчен çак ялти О. Терентьевăна çитекенни пулмарĕ.
Çак икĕ дистанцире çĕнтернĕ тата призлă вырăнсене йышăннă спортсменсене грамотăсемпе парнесем парса чысларĕç.
В. БОРОДКИН ,
ăмăрту судйи.