АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен лайăххисен йышĕнче

25 мая 2011 г.

Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр тăххăрмĕш сессийĕ икĕ тапхăрпа ĕçлерĕ. Кăнтăрлачченхи ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ 21 ыйтуран çуррине яхăн сÿтсе явса йышăнчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2010 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен” саккун проектне депутатсене сĕниччен темиçе комитетра, экспертсен канашĕнче тĕплĕн тишкернине, халăх итлевĕ витĕр тухнине асăнчĕ, пĕтĕм сĕнÿпе асăрхаттарăва шута илнине пĕлтерчĕ. Депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн, тÿрлетÿсем пулманран, тÿрех икĕ вулавпа сасăлама сĕнчĕ. Чăваш парламентарийĕсем çапла турĕç те.

Чăваш Енри промышленность производствин кăçалхи индексĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 114,8: таран (Раççейре– 108,2:) ÿснĕ, финанс çăл куçĕсенчен тĕп капитала хывнă инвестици калăпăшĕ 122 процентпа танлашнă. Иртнĕ çул, унчченхипе танлаштарсан, пурăнмалли çурт-йĕр 2,6: ытларах тунă.

Чăваш Республикин 2010 çулхи пĕрлехи бюджетне пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшĕпе 33193362,3 пин тенкĕлĕх е 101,2:, тăкак енĕпе 35126432,1 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.

Бюджет дефицичĕ – 1933069,8 пин тенкĕ. Планпа пăхни – 4492367,2 пин тенкĕ. Уйрăмлăх – 2,3 хут пĕчĕкрех.

Тепĕр пулăма та асăнса хăвармаллах: тĕнчери рейтинг агентстви Moody,s Investors Service Чăваш Республикин рейтингĕ тĕнче шкалипе Ва2 шайра, наци шкалипе Аа2 шайра пулнине палăртать. Урăхла каласан – республикăн кредит тÿлеслĕхĕ çÿллĕ шайрине пĕлтерет. Ку Вологда, Чулхула, Саратов облаçĕсен, Красноярск крайĕпе Коми Республикин рейтингĕнчен çÿллĕрех те.

Апат хыççăнхи ларура депутатсем кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкерчĕç. Вĕсен шутĕнче – республика территорийĕнчи энергетика тупăшлăхне ÿстересси, Чăваш Республикин 2011-2012 çулĕсенчи потребитель карçинкки çинчен калакан саккунсен проекчĕсем. Парламентарисем Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене тÿлев-сĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтермелли, “Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен”, “Вĕренÿ çинчен”, “Халăха çут çанталăк кÿрекен тата техноген синкерĕнчен, çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлесси çинчен”, “Административлă право йĕркине пăснăшăн явап тыттарасси çинчен тата ытти саккун проектне улшăнусемпе хушăмсем кĕртрĕç, миравай судьясене çирĕплетрĕç.

(“Хыпар”).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика