25 мая 2011 г.
Районта транспорт шучĕ ÿссе пыни водительсен, çуран çÿрекенсен яваплăхне те пысăклатать. Çавăнпа та кашни çын урамра, çул çинче хăйне тытма пĕлмелле, правилăсене пăхăнмалла. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа 62 çынна административлă яваплăх тыттарнă.
Çул çинчи инкексен пĕтĕмлетĕвĕ çакна кăтартса парать. 2008-2010 çулсенче районти çулсем çинче 162 çын вилнĕ тата аманнă. Çулсерен районти аварисенче 10-12 çын вилет, 45 çынна яхăн аманать. Пĕлтĕр, сăмахран, 43 аваринче 13 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 53-шĕ аманнă. Тăватă аварийĕ вара–ачасемпе çыхăннисем.
Инкексенче ытларах водительсем çуран утса пыракансем çине кĕрсе каяççĕ. Ун пек тĕслĕхсем пĕлтĕр те нумай пулчĕç. 2010 çулта пулнă çакнашкал 17 аваринчен пиллĕкĕшне уçса парайман. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çакăн пек тепĕр факт Туçара пулчĕ. Автомашина водителĕ икĕ хĕрача çине пырса кĕнĕ, хăй вара тарнă. Çамрăк хĕрачасене çийĕнчех районти тĕп больницăна ăсатнă. Тăватă кун хыççăн çапса хăваракан водителе пирĕн сотрудниксем тытнă. Вăл çак ял çынниех, 1985 çулта çуралнă. Хальхи вăхăтра ун пирки административлă ĕç пуçарнă.
А.КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев
хăрушсăрлăхĕн
патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ.