АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх кирлех

25 мая 2011 г.

Чир-чĕр ересрен сыхланасси ăна сиплессинчен ансатрах. Иртнĕ çул районта та сифилиспа тата гонорейăпа чирлекенсем пулчĕç. Пурĕ 23 çынна сипленĕ. Çак чирпе чирлесси республика шайĕнчи вăтам кăтартуран та пысăкрах. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 5 çынна сифилис ерни палăрчĕ. Вĕсенчен тăваттăшне çак чирпех пиллĕкмĕш хут сиплеме тиврĕ. 20 çултан иртнисем те чир серепине çакланаççĕ. Алкоголь шĕвекĕсемпе усă куракансем, çемьесĕррисем, тĕлли-паллисĕр пурнăçпа пурăнакансем, пĕлнĕ-пĕлмен çынпа ар хутшăнăвне кĕрекенсем чирлеççĕ. Мĕн тумалла-ха çакăн пек чухне; Сахал пĕлекен çынпа ар хутшăнăвне кĕмелле мар. Выртнă чухне усă куракан хÿтлĕх хатĕрĕсем пулмалла. Эрех ĕçнĕ пулсан та ăса çухатас марччĕ. Инфекци чирĕсем çемьене, ачасене, çывăх çынсене лекесрен асăрханмаллах. Вăхăтра врач патĕнче консультацинче пулмалла. Чир палăрсан сиплев курсĕ ирттермелле.

Р. ИШМУРАТОВ,

район больницин дерматовенерологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика