25 мая 2011 г.
Вăтаелĕнче “Чăваш пики” конкурса улттăн хутшăнма кăмăл турĕç. Уява хĕрсем вăййа тухнипе уçрĕç. Акăшсем пек ярăнса утни, сăн питри илемлĕ кулă кăмăла çĕклет, чун-чĕрене хумхантарать. Пĕринчен тепри пăхма илĕртÿллĕ.
Кашни пике хăйпе паллаштарнă хыççăн “Кам маларах;” конкурсра тупăшрĕ. Вĕсен унта сас паллисене тĕрĕс шыраса тупса сăмах пуçтармалла. Питĕ хĕрÿ тупăшу пычĕ.
Илемлĕ пикесем чăваш кĕписемпе. Еплерех шăнкăртатаççĕ тенкисем тата! Апат-çимĕç хатĕрлес конкурс та тĕлĕнтерчĕ пурне те. Кăмпа уçланки, матрешка çемйи, вăрттăнлăх салачĕ, мăйăр тĕнчи, карçинккари пурлăх пулчĕ сĕтел çинче. Çавăн пекех кашни конкурсра хутшăнакан хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Тем тума та пултараççĕ иккен пирĕн пикесем, анчах анне çинчен юрланă чухне темшĕн кашни çынах хумханать, сисмесĕрех куçсем шывланаççĕ. Паллах, мĕншĕн тесен унран хакли никам та çук çĕр çинче! Кашни конкурс хыççăнах “Душечка”, “Питлĕх ташши”, “Мăшăрăма” ташăсемпе, М. Михайлова, В. Шайкина, Н. Яковлева юрăсемпе саламларĕç.
“Хÿхĕм пике” ята–Ольга Катина, “Тараватлă пике”–Мария Урукова, “Илĕртÿллĕ пике”–Екатерина Щербакова, “Çепĕç пике”– Александра Воробьева, “Вице чăваш пики”–Ирина Алексеева, “Чăваш пики–2011”–Анастасия Уткина тивĕçрĕç. Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Воробьева асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу, вĕренÿре çитĕнÿсем сунчĕ.
Н. ЯКОВЛЕВА.