АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме çÿп-çаппа хуплас марччĕ

28 мая 2011 г.

Çуркунне. Тавралăх чĕрĕлет. Кунсерен йывăç-курăк ытларах та ытларах симĕсленет. Пурте йĕри-таврари илемпе киленсе утаççĕ. Чун-чĕре юрлать, ăшра ырă туйăмсем çуралаççĕ. Çакăн пек çĕкленÿллĕ ту-йăмпа ял еннелле, Вăтаелне, утатăп. Анчах та аслă çулăн икĕ айккипе çÿп-çап, кĕленче, пластмасса савăтсем выртаççĕ. Кам пăрахнă вĕсене; Хамăрах! Никамăн та пуçтарас, пĕшкĕнес килмест. Картишĕнчен, умран тасатса çул айккине кайса пăрахни тирпейлине мар, çынлăх çуккине кăтартса парать.

Вăтаелĕнче тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Валентина Яковлева ертсе пынипе “Эпир – тирпейлĕхшĕн” ушкăн ĕçлет. Çуркунне ачасем çÿп-çапа пуçтарса транспорт çине тиеççĕ, уйăрса панă вырăна кайса тăкаççĕ. Кăçал та пурте пĕр çын пек пулса уроксем хыççăн, вĕренекенсем пулăшнипе, çул айккине тап-таса турăмăр. Ача садне çÿрекен А.Виноградовăпа Р.Викторов та пысăккисенчен юлмарĕç. Д.Кудрявцевпа С.Щербаков пухăннă ăпăр-тапăра транспортпа турттарса тăчĕç.

Н.ЯКОВЛЕВА,

Вăтаел ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика