АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – вĕрентÿ министрĕпе унăн çумĕ

28 мая 2011 г.

Çу уйăхĕн 24 мĕшĕнче районта ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В. Иванов тата унăн çумĕ Н. Дмитриева пулнă. Владимир Николаевичпа Надежда Викторовна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе В. Осиповпа тĕл пулнă. Тĕпрен илсен вĕсем Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ярасси, уйрăмах сахал тупăшлă тата йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасен канăвне çуллахи вăхăтра йĕркелесси, çул çитмен çамрăксене ĕç вырăнĕ тупса парасси пирки калаçнă.

Юлашки çулсенче Патăрьелĕнче шкул çулне çитмен ачасене вырнаçтарасси çивĕч тăрать. Ача сачĕсене вырăн çитменни пирки ытти ялсене илсе кайма тивет. Чăнах та халĕ ку ыйту татăлнăпа пĕрех. Çывăх вăхăтра район центрĕнчи унчченхи шкул-интернат вырăнĕнче çĕнĕ ача сачĕ тума тытăнĕç. Подрядчик “Булат” пĕрлешÿ пулать. Сăмах май, вăлах Шăнкăртамри тата Сăкăтри шкулсене хута ярассипе ĕçленĕ.

Хăнасем садик пулмалли вырăнпа, объекта хута ямалли вăхăтпа, унăн хакĕпе паллашнă. Сăкăтри, Шăнкăртамри вăтам шкулсене çитсе курнă, педагогсемпе, вĕренекенсемпе калаçнă. Асăннă вĕренÿ учрежденине çÿрекенсем кунти условисемпе савăнаççĕ пулсан, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти ачасен кивелнĕ 7 çуртра пĕлÿ илме тивет. Кунта та çĕнĕ шкул кирлех. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов Тутар Сăкăтĕнчи объекта çĕклеме 2012–2013 çулсенчи плана кĕртме май пуррине пĕлтернĕ.

Шăнкăртам ял поселенийĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнăран 200 ытларах вырăнлă ача сачĕ тивĕçтермест. Хальхи вăхăтра кунта шкул çулне çитмен 400 ытла ача шутланать. Ку ыйтăва та çывăх вăхăтра татмаллах.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика