28 мая 2011 г.
Пĕлтĕр шăрăха пула чылай çĕрте кÿлĕсемпе юхан шывсем типрĕç. Нумайăшĕ пусăсене тасатрĕç, тарăнлатрĕç, анчах усси пурпĕрех пулмарĕ. Çавна май манăçа тухнă çăл куçсене те аса илчĕç. Алманчăра мăнастир пулнă вырăнта упранса юлнă пусă та айккинче юлман.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Алманчăра темиçен арçынсен мăнастирне йĕркелеме шутланă. Вĕсем вăрман çывăхĕнче çурт тунă, çавăнта кĕл туса пурăннă. Анчах та çакă вăл вăхăтри чиновниксене килĕшмен, часах монахсене хăваласа янă. Халĕ кунти çăла Б. Хадаров тăрăшнипе тасатнă, тарăнлатнă. Çавăн пекех территорине хăтлăх кĕртессипе те тимлеççĕ.