28 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти шкулсенче вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан ачасемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа ирттерекен уявсене район, ял поселенийĕсен администрацийĕсен представителĕсем, депутатсем, ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем те хутшăнчĕç.
l Турханти вăтам шкулта ирттерекен юлашки шăнкăрава район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов хутшăнчĕ. Ачалăхпа сыв пуллашакансене ырă сунса уявпа саламларĕ, район, республика шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтернĕ вĕренекенсене дипломсемпе грамотăсем пачĕ. Шкул директорĕ В. Иванов вĕçленсе пыракан черетлĕ вĕренÿ çулне пĕтĕмлетрĕ. Тăрăшса вĕренекенсене, активистсене чысларĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсенче педагогсен тÿпине курчĕ. Вун пĕрмĕшсене чысĕ ытларах тиврĕ. Ачасен пултарулăхне вĕсене пуçламăш классенче вĕрентнĕ Т. Раевская палăртрĕ. Кунта çакна та палăртмалла: Татьяна Петровна “Самый классный классный” конкурсăн районти çĕнтерÿçи те. Выпускниксем тав сăмахĕ каларĕç. Пурнăç çулĕ çине тухакансене пĕрремĕш классем саламларĕç, вĕренекенсем ырă сĕнÿсем пачĕç, Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытма сунчĕç.
Кашни шкулăн хăйĕн ырă йăли пур. Турхансем çулленех вĕренекенсене, педагогсене номинаципе чыслаççĕ, кĕçĕннисемпе аслисене асăнмалăх парнесем параççĕ.
Сыв пуллашу, шанчăклăх, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çулсем иртсен те манăçа тухмĕ вăл.
l Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти вун пĕрмĕшĕнчи 16, тăххăрмĕшĕнчи 12 ачашăн янăрарĕ юлашки шăнкăрав. Вĕренсе тухакансене çак ятпа район администрацийĕн представителĕ С. Сафиуллин, Тутар Сăкăт ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Хасянов, шкул директорĕ Х. Сабитов, А. Халитов учитель ветеран тата ыттисем саламларĕç. Выпускниксем вуннăмĕшсене ырă сĕнÿсем пачĕç. Учительсене тав туса хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç.
l Алманчăри вăтам шкулти 12 ача Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытаççĕ. Вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уявра Алманчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, район администрацийĕн представителĕ Г. Иванова, шкул директорĕ М. Горбунова тата ыттисем те саламларĕç. Вĕренÿ çулĕн итогĕпе активистсем Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçрĕç.
l Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкултан пурнăç çулĕ çине тухакан каччăсемпе хĕрсене юлашки шăнкăрав ячĕ-пе район админстрацийĕн представителĕ М. Валитов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Купкенов, шкул директорĕ Г. Абейдуллова, педагог ветерансем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем саламларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем аслисем пек пулма сăмах пачĕç. Вуннăмĕшсем ырă çул сунчĕç. Выпускниксем сыв пуллашу вальсĕ ташларĕç.
l Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта выпускниксен ячĕпе чи ăшă та çепĕç сăмахсем нумай янăрарĕç. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Афанасьев, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, “Труд” ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Н. Михайлов, ашшĕ-амăшĕ, кĕçĕн юлташĕсем саламларĕç. Вуннăмĕшсем ачалăхран уйăракан шăнкăрав парнелерĕç.
Тăрăшсассăн ачасем 11 çул хушшинче миçе “5” тата “2” паллă илнисене шутласа кăларма пулать. Анчах вĕренÿпе вĕрентÿшĕн хунă вăй-хала нимĕнпе те виçеймĕн. Педагогсен ячĕпе М. Николаева, В. Терентьева, Л. Кузьмина сăмах илчĕç.
Шкул шăнкăравĕ ашшĕ-амăшĕшĕн те паллă пулăм. Ачапа алла-аллăн пĕлÿ çулĕпе 11 çул утрĕç вĕсем, савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайларĕç. Çак туйăмсене хăйсен сăмахĕсенче Л. Афанасьева, С. Кошкин палăртрĕç. Шкулти педагогика канашĕ “Чи лайăх выпускник” ята М. Фроловăпа В. Яковлева, “Чи лайăх спортсмен” ята И. Кошкинăпа Е. Григорьева пама йышăннă.
Юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ыттисемпе танлаштарсан урăхрах вăл. Ачалăхран уйăрать, аслă çула кăларать.
А. ИВАНОВА.
l Туçари вăтам шкулти вун пĕрмĕш класри 23 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа ирттерекен линейкăна шкул президенчĕ А. Табакова уçрĕ. Л. Глинкина, В. Яковлева учительницăсем, Т. Плешковăпа А. Сугутский выпускниксем ялав хăпартрĕç. Уяв ячĕпе малтанах вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи П. Шашкин сăмах илчĕ. Вăл шкулпа сыв пуллашакансене малашлăхра ăнăçусем сунчĕ, савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайланă, пĕр класра вĕреннисен туслăхне нумайлăха упрама сĕнчĕ. Вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçре палăрнисем шкул историне çырăнса юлнине палăртрĕ. Раççей, республика, район шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче, ăмăртусенче çĕнтернисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
– Пурнăçри анлă çула тухатăр. Унпа çирĕппĕн утăр. Шкула малашне те килсех çÿрĕр. Унăн алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă пулĕç, – терĕ юлашкинчен П. Шашкин.
Район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г. Каллин выпускниксене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Н. Глуховăн саламне çитернĕ май райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Чăн малтанах çак хисепе В. Яковлева класс ертÿçи, унтан ытти чылай педагог тивĕçрĕ.
Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков, воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Белков, ОБЖ руководителĕ В. Козлов тивĕçлисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Пуçламăш классенче вĕрентнĕ Л. Глинкина, Е. Углева учительницăсем шкул чысне малашне те çÿлте тытса пыма ăнăçу сунчĕç. Класс ертÿçи В. Яковлева ачасене иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче пулса хурапа шурра, ырăпа усала витĕр уйăрма вĕрентсе мĕн пур ла-йăххине çеç ăша хывмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем П. Салминăпа Л. Галкина, 50 çул каялла пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă З. Перепелкина, тăххăрмĕш класри Е. Перепелкин , Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, Туçари “Сар хĕвел” ача садне çÿрекенсем выпускниксене ырă çул сунчĕç. Шкулпа сыв пуллашакансем те парăмра юлмарĕç. Вĕрентекенсене тав туса салам сăмахĕсем каларĕç. “Родительский дом” юрă шăрантарчĕç. Тăван шкултан, пĕрле вĕреннĕ ачасенчен, юратнă учительсенчен уйрăлма пĕртте çăмăл мар пулнине палăртрĕç. Шкул стенисем пĕрремĕш савăнăçа, çитĕнĕве, пуçламăш юрату туйăмĕсене упраса хăварнине çирĕплетрĕç.
Пурнăç çулĕ çине кăларакан юлашки шăнкăрава вун пĕрмĕшĕнчи Руслан Табаковпа пĕрремĕш класри Карина Семенова пачĕç. Тăххăрмĕш класран 28 ача вĕренсе тухать. Тен кунти хăш пĕриншĕн те шкул шăнкăравĕ юлашки те пулĕ.
Юрăри евĕр аçăр-аннĕр çурчĕ пурнăç çулĕ çине тухакан ачасемшĕн чăнах та шанчăклă чарăну вырăнĕ пултăр. Лайăххи те, начарри те пулĕ малашлăхра. Йывăрлăха ан парăнăр. Кирек хăш ыйтăва та татса пама пулатех. Аçăр-аннĕрпе, вĕрентекенсемпе канашлăр. Шанчăклă юлташсем тупăр.
Педагогсен ĕçне вырăна хурса вĕсене малашнехи пурнăçра çитĕнÿсем сунатпăр, ачасене тивĕçлĕ вĕрентсе воспитани панăшăн тав тăватпăр.
Шкулпа сыв пуллашакансем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çинче вилнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Выпускниксене тепĕр хут такăр çул сунас килет.
А. АСТРАХАНЦЕВА.