АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акауйра – чăвашăн аваллăхĕпе паянхи пурнăçĕ

01 июня 2011 г.

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсене тата Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне ирттерес ыйтусемпе пресс-конференци ирттернĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕ еплерех пынине ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Ульяновск облаçĕн губернаторĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи Рамис Сафин, Ульяновск облаçĕн халăх культурин центрĕн генеральнăй директорĕ Елена Сафронова, Чăваш Ен культура учрежденийĕсен директорĕ Виктор Бондарев тата ыттисем паллаштарнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енĕн Ульяновск облаçĕнчи Культура кунĕсем паян пуçланаççĕ. Акатуй вара çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулать.

– Пирĕн тĕп тĕллев – Акатуй чăваш халăхĕн аваллăхĕпе тата хальхи пурнăçне кăтартса парасси, – тенĕ Роза Лизакова министр. Акатуя 85 пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсенчен 30-шĕ Чăваш Енрен, 22-шĕ – Ульяновск облаçĕнчен, 33-шĕ – Раççейĕн ытти регионĕнчен тата ют çĕр шывсенчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика