01 июня 2011 г.
“Звезда” ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, çак пайри специалист эксперт Ю. Федоров, районти ветеринари службин начальникĕ П. Ефимов, Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори начальникĕ Л. Ефимова, ветеринарсем, ĕне тата сысна фермисен заведующийĕсем, зоотехниксем хутшăнчĕç.
Асăннă хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пырать, кунта сысна ферми ăратлăхпа та ĕçлет. “Звезда” кооператив ертÿçи В. Кузнецов канашлăва килнисене хуçалăхăн пурнă-çĕпе паллаштарнă хыççăн пурте витесене çитсе курчĕç.
Хальхи вăхăтра Анат Туçара сысна – 1000, мăйракаллă шултра выльăх 398 пуç шутланать, унтан сăвăнаканни – 144. Чылай çĕрте ĕçе механизациленĕ. Сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильнике каять, транспортерсем те юсавли сисĕнет. Выльăх йышне çуллен ÿстернĕрен унччен кормоцех пулнă çуртран самăрлатакан пăрусем валли вите тунă. Халĕ çуллахи лагере хута ярасшăн. Вы-льăхсене ун чухне витене илсе килсе те сумалла пулмĕ: çавăнтах сĕт пăрăхне вырнаçтарма палăртнă.
Хуçалăх ертÿçи кăçал выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукцисен кăтартăвĕ маларахри çултисенчен кăшт пĕчĕкреххипе, çакă апат сахалтараххипе çыхăннине, çимелли ют регионсенчен те туянма тивнине пĕлтерчĕ. Çанталăк ăшăтнăранпа ĕнесене кĕтĕве кăларнă.
Сысна ферминче те юсав ĕçĕсем ирттерсех тăраççĕ. Пĕлтĕр хăш-пĕр витери урайсене бетонран сарнă, кăçал ыттисенче те çаплах тăвасшăн. Африка чуми кÿршĕ регионсене те çитнĕ, сыснасене çак чиртен хÿтĕлес тесен хуралтăсем тавра ют выльăх ан кĕтĕр тесе карта тытмалла тата ытти условисене те пăхăнмалла. Ку енĕпе районта “Звезда” кооперативра кăна пурте йĕркеллĕ иккен.
Кăçал выльăх апачĕ хатĕрлессипе тата ытларах тимлĕх уйăрма палăртнă Анат Туçасем. Юлашки çулсенче кунта кукуруза акма пăрахнăччĕ, çуркунне асăннă культурăна никĕсе хывнă. Çавăн пекех сыснасем валли кавăн та çитĕнтереççĕ.
Канашлăва килнисемшĕн витесене курса çÿренĕ чух та пăхмалли, вĕренмелли нумай пулчĕ. Ĕнесене пăрулаттармалли хăй уйрăм вырăн пур. Пăрусем малтанхи кунсенче амăшĕсемпе юнашар тăраççĕ. Витесенче таса та тирпейлĕ, сывлăш та типĕ. Пăрусем патĕнчи урайне куллен акшар чулĕ сапаççĕ.
Теори пайĕнче АПК предприяти-йĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалист эксперчĕ Ю. Федоров выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче учет тата отчет ĕçĕсене туса пырасси пирки калаçрĕ. П. Ефимов хуçалăхсенче ветеринари отчечĕсене йĕркелесе пырасси, çакă выльăхсен йышне упраса хăварма, чир-чĕртен сыхланма май панине пĕлтерчĕ. Çулла çитнĕ май витесене шуратма, дезинфекцилеме тытăнмаллине, халь шăпах эмел курăксене пухма вăхăт çитнине каларĕ.
Мăйракаллă шултăра выльăхсен апат рационне йĕркелемеллине, нормăламаннипе япаласен ылмашăвĕ пăсăлнине, мĕнле профилактикăлла мероприятисем ирттермелли çинчен Л. Ефимова сăмах пуçарчĕ.
Канашлăва М. Калмыков пĕтĕмлетрĕ.
О. ПАВЛОВА.