01 июня 2011 г.
Пирус сиенĕ çинчен эпир сахал мар пĕлетпĕр. Унпа çыхăннă чирĕсем те хутшăнсах пыраççĕ. Çавна пула çулсеренех миллиона яхăн çын вилет. Пурнăçран уйрăлакансем хушшинче çамрăксем, ĕçе юрăхлă çынсем пулни уйрăмах пăшăрхантарать.
Мĕншĕн туртаççĕ-ха çынсем; Чылайăшĕ çăмăлттайлăхпа. Тутанса пăхас килет вĕсен. Аслисем пек курăнасшăн, тĕтĕме сывласа илсессĕн никотин клеткăсем тăрăх пуç мимине çитет, ăна ĕçлеттерсе янăн туйăнать. Кăшт вăхăт иртсен çакă чакать, организм хăйне малтанхи пекех туять. Вĕресе тăран вăй-хăватлă пулас килет. Çын каллех çавара пирус хыпать. Туртакансен 25 проценчĕ вăраха кайнă ÿпке чирĕпе чирлет. Ытти чирсем аталанаççĕ. Куç курасси япăхланма пултарать. Хăлхасем илтесси чакать. Çăвар ăш чикки, шăлсем, шăл туни сиенленет.
Пирус туртакан хĕрарăмсем ир ватăлаççĕ. Çие юлнисемшĕн те хăрушă вăл.
Пирус тĕтĕмĕнче тĕрлĕ хутăш пур. Ÿпке ракĕпе чирлекенсен 90 проценчĕн сăлтавĕ шăпах çакăнта. Тĕтĕмри сиенлĕ анилин, сероводород тата ыттисем те сурчăка куçса апат хуранне лекеççĕ, чир-чĕр пуçараççĕ. Пирус туртни ар çыхăнăвне те хавшатать.
Пирус туртнă пÿлĕмре ĕçлекенсем пуç ыратнишĕн, пуç çаврăннишĕн, чĕре хăвăрттăн тапнишĕн пăшăрханаççĕ. Унăн тĕтĕмĕ вĕсен сывлăхне те витĕм кÿретех.
Н. СЕРГЕЕВА.
Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ.