АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çаплах кĕтетпĕр аттене»

01 июня 2011 г.

Çĕнтерÿ кунĕнче çак ятпа Козловка-Пăлакасси клубĕнче мероприяти иртрĕ. Унта ашшĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне ачалла тăрса юлнисем хутшăнчĕç: В. Плешков, Л. Бурмисова, А. Урукова, Е. Федорова, М. Волкова тата çак йĕркесен авторĕ В. Хитрова. Хамăр ачалăха, нушаллă пурнăçа куççуль витĕр аса илтĕмĕр.

Эпир аттерен 5 ача тăрса юлнă. Анне пире пăхса ÿстерме мĕнле вăй-хăват çитернĕ-ши; Ун чухнехи йывăр вăхăтсене пула кирлĕ пек пĕлÿ илеймерĕмĕр. Укçасăр, çи-пуçсăр ăçта тухса кайăн; Çавăн пек синкерлĕ самана тек ан пултăрччĕ, мирлĕ пурнăçпа çеç пурăнасчĕ.

Тĕл пулăва пĕр сăвăран илнĕ йĕркесемпе вĕçле-рĕмĕр:

“Паян аттен çуралнă кунĕ,

Тултармаллаччĕ

шăп 100 çул.

Атте çуртийĕ ĕмĕр сÿнмĕ,

Кĕтетпĕр, кĕтрĕмĕр кун чул”.

В. ХИТРОВА. Козловка.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика