04 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадион ачасен хаваслă сассисемпе, илемлĕ куллисемпе янăраса кăна тăчĕ. Ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тума ача сачĕсенчен, шкулсенчен те килнĕ.
Телейлĕн выляса-чупса çÿрекен çитĕнекен ăру кашнийĕн чĕринче ăшă туйăм вăратрĕ. Ачалăха нихăçан та каялла тавăрма çуккине шутласан, пирĕн пурин те вĕсен пуласлăхне ырăрах, лайăхрах,
ÿссессĕн кăмăллăн аса илмелле тума тăрăшмалла.
Уяв ача садне çÿрекенсен эстафета ăмăртăвĕпе пуçланчĕ. Пĕчĕкскерсем май пур таран мала тухма тăрăшрĕç, анчах çĕнтерÿçĕ Патăрьелĕнчи “Василек” садикри ачасем пулчĕç. Иккĕмĕш – “Солнышко”, виççĕмĕш – “Центральный”, тăваттăмăш Туçари “Сар хĕвел” садиксене каякансем тухрĕç.
Мероприяти пĕрремĕш хут ача-пăча фитнес марафонĕ “Манăн сывлăх – наци сывлăхĕ” девизпа хутшăннипе иртрĕ. Уява ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н. Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăнчĕç. Николай Иванович ачасене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсене телей, ăнăçу, шанчăклă юлташ, мирлĕ тÿпе сунчĕ. Çĕртмен пĕрремĕшĕнче 19 шкулта çуллахи лагерьсен пĕрремĕш смени ĕçлеме пуçларĕ, унта 765 ача канĕç. Çавăн пекех 189 вĕренекен “Ильинский”, “Салют”, “Белые камни” лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетĕç. Çул çитмен 200 ачана ĕçе вырнаçтарма планланă.
Чăваш Енре кăрлач уйăхĕнче “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон старт илнĕччĕ. Патăрьел районĕнче пурăнакансем фонда 175 пин ытла куçарнă.
Хăнасем те, С. Енилинăпа Н. Дмитриева, уява хутшăнакансене саламларĕç. Чăваш Республикинче кăçалхи ака уйăхĕн пĕрре-мĕшĕнче пурнăçа кĕнĕ “Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕ парасси” саккунпа килĕшÿллĕн С. Енилина Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан М. Куделинана сертификат пачĕ (ÿкерчĕкре). Мария Николаевна 7 ача амăшĕ.
Уява малалла ачасем тăсрĕç, вĕсем хăйсен юрри-ташшипе пурне те савăнтарчĕç. “Евгения”, “Биляр” ташă ушкăнĕсене çÿрекен хĕр ачасемпе арçын ачасем тĕрлĕ халăх ташшине ташласа пачĕç. “Фаворит” фитнес-аэробика команди тĕрлĕ хускану туса тĕлĕнтерчĕ, кайран пурте пĕрле пĕрремĕш утăмсем турĕç.Çак кунах космонавтика çулталăкне халалласа асфальт çине ÿкерессипе конкурс та пулчĕ.
Стадионта чылайччен ачасем савăнчĕç. Мероприяти нумайччен вĕсен асĕнче тăрса юласса шанас килет.
Ачасене хÿтĕлемелли куна ра-йонти пур ял поселенийĕнче те, çав шутра шкулсенче, культура учрежденийĕсенче, сывлăх сыхлавĕнче те йĕркеленĕ. Конкурссем, викторинăсем, спорт ăмăртăвĕсем, концертсем, калаçусем ирттернĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ача-пăча кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.
“Ачасене пуласлăхра мĕн кĕтнине пĕлместпĕр, çавăнпа вĕсен ачалăхне май пур таран телейлĕрех тума тăрăшмалла”, – тенĕ пĕр паллă çын, апла пулсан çакна тĕпе хурса пурăнасчĕ.
О. ПАВЛОВА.