04 июня 2011 г.
Хирти Пикшикре пурăнакансен ĕçченлĕхне, хастарлăхне таврара та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Сабантуйра халăх çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташларĕç, вăй виçрĕç. Уяв хаваслă иртрĕ. Кăçалхи Сабантуя А. Камалетдинов 65 çул тултарнине халалларĕç. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех çамрăксене спорт тĕ-лĕшĕнчен аталантарас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тесе тăрăшать. А. Камалетдинов 1946 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хирти Пикшик ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче тăснă. Унтан Хусанти патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетне пĕтернĕ. 1969 çулта Хирти Пикшик хĕрĕпех, Н. Ярахановăпа мăшăрланнă. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, тивĕçлĕ воспитани панă. Шел пулин те, Фирдус ывăлĕ Чечен вăрçинче пуçне хунă.
Уява Хирти Пикшик шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Д. Салихова ертсе пычĕ. Чи малтанах ялти ватăсем сăмах илчĕç. Шăнкăртамри медресери шахирдасем, Д. Хусаиновпа Р. Юсупов Коран вуларĕç. Унтан сцена çине юбиляр хăпарчĕ.
Ял халăхне Хирти Пикшик ял поселени пуçлăхĕ З. Аликберов, ĕçпе вăрçă ветеранĕ З. Макачев тата ыттисем те саламларĕç.
Уява килнисем кăмăлласах “Ляйсан” фольклор ушкăнне пăхрĕç, Л. Садеева, И. Каштанова, Э. Молоткова, Г. Хасянова, А. Садыкова, Э. Фазуллина шăрантарнă юрăсене итлерĕç.
Уявра тĕрлĕ вăйă пулчĕ: кĕвентепе шыв йăтса чупасси, чÿлмексем çĕмĕресси, канат туртасси. С. Абрахмановăпа Л. Чебенова пур вăййа та хутшăнчĕç.
Спорт мероприятийĕсене те аван йĕркеленĕ. И. Махмутов кире пуканĕ йăтассине аван ертсе пычĕ. Спорт ветеранĕн Ф. Фазуллинăн ячĕпе волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ ялтан килнĕ команда хутшăнчĕ, анчах хуçасене нихăшĕ те çĕнтереймерĕ. Уявăн чи хĕрÿ пайĕ кĕрешÿ лаптăкĕнче пулчĕ. Сабантуй пăхаттирĕ И. Ханзяров пулчĕ.
М. КИСЕЕВА.
Хирти Пикшик