АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма айăплавран хăтăлма пулать

04 июня 2011 г.

Айăпа юлнă Р. прокуратурăна ыйтупа тухрĕ. Автомашинăпа пынă вăхăтра вăл çул-йĕр инкекĕ тунă иккен, çавна май ăна Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 264 статйин иккĕмĕш пайĕпе айăпланă. Икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса поселени колонине ямалла тунă. Пĕрлех транспорт хатĕрĕпе çак вăхăтра усă курассинчен хăтарса хушма айăплав панă. Часах унăн условно ирĕке тухмалли вăхăчĕ çитет. Суд ăна хушма айăплавран хăтарма тивĕçлĕ-и-ха;

Тивĕçлĕ мар, анчах Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн 79 статйипе килĕшÿллĕн хушма айăплавран пĕтĕмпех е кăштах хăтарма пултарать. Суд çакăн пек чухне айăпланнăскер наркотикпа, алкогольпе çывăх пулманнине, сывлăхне, çемьери лару-тăрăвне, профессие, ĕçе вырнаçаслăхне шута илет.

В. ВЫРАСТАЙКИН,

Чăваш Республикинчи ĕçлесе юсанмалли учрежденисенче

саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕн çумĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика