08 июня 2011 г.
Именкассинче çуралса ÿснĕ О.Фиалковăн ĕç стажĕ 52 çул, çамрăклах вăл фермăра вăй хума тытăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Яков Алексеевичпа Мария Алексеевна, 5 ывăлпа 5 хĕр пăхса ÿстернĕ. Виçĕ ывăлĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Оля аппа 1929 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă, 14 çулта чухнех фермăна ĕçлеме кайнă. Пĕр сăмахпа каласан вăл мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ. Çавна пулах “Путь социализма” колхозра сурăхсем пăхнă. Унтан сыснасем самăртнă çĕрте вăй хунă. Кайран та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак отрасльте тăрăшнă. Ун чухне пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă: тислĕке те хальхи пек транспортер кăларман, апатне те хăйсемех сĕтĕрнĕ. Çапах та О.Фиалкова çăмăл пурнăç шыраман. Йывăр пулсан та чăтнă, нăйкăшман, хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланă.
1959 çулта темиçе пĕчĕк хуçалăха пĕрлештерсе “Герой” колхоз тунă. Ольга Яковлевнăна сысна самăртакан ферма заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн О.Фиалкова Октябрь революцийĕн орденне, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине, “1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале тата ытти хисепе те тивĕçнĕ, Пикшик ял совечĕн халăх депутачĕ пулнă.
Ольга Яковлевна ĕçри хастарлăхне пула районта кăна мар, республикăра та чапа тухнă.
М.ЗЕЙНЕТДИНОВ.