08 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕрте Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Савăнăçлă уява Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ С. Морозов, РФ Патшалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ К. Косачев, Чăваш Республикин официаллă делегацийĕсен членĕсем, хăнасем хутшăннă. Малтанах Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн ертÿçисем Правительство çуртĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Республика Президенчĕ ăшпиллĕ калаçушăн губернатора тав тунă. Акатуя Раççейри 25 регионтан тата 4 ют çĕр-шывран килнĕ. Вăйă картинче 85 пултарулăх ушкăнĕ Чăваш халăх гимне шăрантарнă, Михаил Игнатьевпа Сергей Морозова та чăваш наци тумне тăхăнтартнă.
Чăваш халăхĕн уявне Ульяновск облаçĕн Правительство çурчĕ умĕнче сумлă лару-тăрура уçнă çĕрте Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ С. Морозов салам сăмахĕсем каланă. Чăваш Ен ертÿçи икĕ регион хушшинчи экономикăпа культурăри çыхăнусене çирĕплетес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Ульяновск облаçĕн губернаторне “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе чысланă. Çавăн пекех çак хисепе Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культури автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ В. Сваев та тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Хисеп грамотипе “Раççейри чăвашсен федераллă наци культури автономийĕн” Канашĕн членне А. Петрова тата çак пĕрлешÿн вице-президентне В. Шакина наградăланă. Чăвашсен “Канаш” хаçачĕн тĕп редакторне Н. Ларионова “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă.
Чăваш Ен Президенчĕ халăх культура центрне “Газель” микроавтобус, Ульяновскри ачасен лаша спорт шкулне урхамах парнеленĕ. Ульяновск облаçĕн губернаторĕ те парăмра юлман, Чăваш Республикин культура министрне Р. Лизаковăна «УАЗ» автомашина çăра уççине тыттарнă.
Çумăр çунине пăхмасăр йĕри-тавра йăл-кулă, юрă-кĕвĕ илтĕннĕ, тĕреклĕ арсем вăй виçнĕ, кĕрешнĕ.
Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕвĕ-çемĕпе Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертÿçи – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин), Çĕньялти “Илем” фольклор халăх ансамблĕ (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Антонов), Первомайскинчи “Шуçăм” фольклор халăх ансамблĕ (ертÿçи – В. Фролов) паллаштарнă.
Таврана каç сĕмĕ çапсан çамрăксем этнодискотекăра савăннă.
А. ИВАНОВ.