08 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхĕн 6-мĕ-шĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен, организаци-предприяти пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта кăçалхипе 60 хут пулакан Акатуй-Сабантуя ирттерсе ярас, ачасен канăвне йĕркелес, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтусене хускатрĕç. Н.Глухов Патăрьел делегацийĕ Ульяновск хулинче иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне район делегацийĕ мĕнле кайса килнипе паллаштарчĕ.
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче районта Акатуй ирттерме палăртнă, уяв çывхарса пынă май ял поселенисенче тирпей-илем кĕртессипе ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки каларĕ. Çавăн пекех çĕртмен 19-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйне тивĕçлĕ шайра хатĕрленмеллине, ун чухне Тутарстан Президенчĕ килессине, “Патăрьел – Нурлат” тÿрĕ видеоçыхăну йĕркелессине пĕлтерчĕ.
19 шкулта кану лагерĕсем ĕçлеме тытăннă. Ачасем “Паттăр” ФСКна, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Олимп” тата Патăрьелĕнчи тĕп стадиона, шкулсенчи тата культура учрежденийĕсенчи волейбол, футбол, теннис секцийĕсене çÿресе те сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ.
Канашлура Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытасси еплерех пыни, хутмалли сезона хатĕрленме тытăнасси çинчен тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
(Хамăр корр.)