АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ертÿçĕпе паллаштарнă

08 июня 2011 г.

Çак кунсенче районта Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С. Димитриев пулнă. Сергей Петрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, ра-йонти ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕпе тĕл пулнă май умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ, çавăн пекех пуçтарăннисене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн çĕнĕ ертÿçипе – Г. Афанасьевпа паллаштарнă. Геннадий Иванович чылай вăхăт “Юхма” рынок ертÿçинче тăрăшнă, юлашки икĕ çул хушшинче районти çырав уполномоченнăйĕ пулнă.

С. Димитриев уйрăмах инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтерессипе тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Юлашкинчен С. Димитриевпа Н. Глухов Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă программăсене пурнăçлас ĕçе хастар хутшăннăшăн тата Раççей Федерацийĕнче ĕçлев службине йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ май районти ĕçпе ти-вĕçтерекен центр бухгалтерине Зоя Логуновăна ЧР Ял хуçалăх министерствин грамотипе чысланă. Çавăн пекех асăннă министерствăн Тав çырăвне “Исток” çĕр ĕç фирмин директорĕ А. Илюткин тата “Стройкомфорт” тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçи М. Алимов тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика