АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикшик çамрăкĕсем «МолГород – 2011» форума хутшăннă

08 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар тула-шĕнчи “Буревестник” кану базинче Пĕтĕм регионсен “МолГород” вĕренÿ форумĕ вĕçленнĕ, вăл çĕртмен 1-мĕшĕнче пуçланнă.

Форума ЧР Президенчĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă “Çамрăксене шанмалла” Çырăва тĕпе хурса йĕркеленĕ, унта 100 ытла тренинг, семинарсем, интерактивлă мероприятисем пулнă, Чăваш Республикинчи хуласемпе ялсенчи, Раççейри тĕрлĕ регионти, ют çĕр-шыври çамрăксем хутшăннă.

Патăрьел районĕнчен Пикшик ял поселени-йĕнчи Çамрăксен канашĕн членĕсем – Г.Мусина, Р.Мусин, Г.Козлова, З.Ильясова – хутшăннă. Пилĕк кун хушшинче çамрăксем депутатсемпе, журналистсемпе политологсемпе, экономика тытăмĕнчи экспертсемпе тĕл пулнă, каннă, шыва кĕнĕ, спорт мероприятисене хутшăннă.

Форума хутшăнакансене пурне те футболка, бейдж, сертификат панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика