АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăлĕсемпе савăнмалăх пур

08 июня 2011 г.

Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан С.Чернова пĕлтĕр пĕр уйăхра икĕ ывăлне те, Андрейпа Эдуарда, салтака ăсатрĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче Набережная урамра пурăнакансем вĕсене кĕтсе илчĕç. Андрей Хабаровскра службăра тăнă. Вăл пулнă çар чаçĕнчен тăван килне Тав çырăвĕ те килнĕччĕ. Часть командирĕ С.Леготин тÿрĕ кăмăллă, дисциплинăна пăхăнакан, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Андрей сержант званипе таврăннă.

Эдуард малтан Кемеров облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçланă, кайран Самарăра малалла тăснă.

Светлана Семеновнăн виççĕмĕш ывăлĕ 8 класс пĕтернĕ. Вăл та тетĕшĕсем пекех салтак аттине тăхăнса пăхма ĕмĕтленет.

С.ТУКМАКОВА.

Çĕнĕ Ахпÿрт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика