АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш – субботникра

08 июня 2011 г.

Астăватăп-ха, анне пурăннă чухне Микула умĕн пире, ачисене, кĕрепле, карçинкка тыттарса атте енчи, хăй енчи тăвансен вил тăприсене тирпей-илем кÿртме илсе каятчĕ. Пĕр çул та сиктермен. Халĕ эпир унăн ĕçне малалла тăсатпăр... Масарсене пăхса тăрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Ĕмĕрлĕхех канăç тупнă тăванăмăрсен вил тăприсене тасатма кайма вăхăт уйăрмаллах тесшĕн. Туй-юбилей пирки хыпар илтсен майне те тупатпăр, Мускава та, Чĕмпĕре те çитетпĕр. Чăнах та, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренине те ырламалла-ха. Çапах та ял çумĕнчи сăваплă вырăна юр кайсан кашнинех кайса килмеллех. Хуларисен те кун пирки манас марччĕ. Тирпейлĕ вил тăприсене курсан унăн тăванĕсене мухтас килет. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕрин патне çывăха та пыма çук, ячĕ-шывĕ те тĕссĕрленнĕ: этем алли те пырса тĕкĕнмен тейĕн. Ахăртнех, çывăх çыннисем те çук пулĕ...

Чăнах та юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе субботниксем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Паллах, ырă пулăм. Акă, Сителте те иртнĕ шăматкун ял халăхĕ Çимĕк уявне аякран килекенсен умĕнче пите хĕретес мар тесе масара тирпейлес шутпа пуçтарăнчĕ.

–Кашни килех пĕлтерме тăрăшрăмăр пулин те 50-60 çынран ытла пуçтарăнмарĕ, – теççĕ ял поселенийĕн Пухăвĕн депутачĕсем Ю. Прискинпа Ю. Степанов. Çапла ĕнтĕ, çынна ирĕксĕрлесе илсе тухаймăн, хăйĕн пуç тавра шутламалла...

Çапах та çак йышпах çĕрĕшнĕ хĕрессемпе чартаксене, йăваннă йывăçсемпе хăрнă туратсене карта тулашне кăлартăмăр. Çийĕнчех пуçтарăннă купасене И. Козловпа В. Выросов хăйсен тракторĕсемпе, Ю. Прискин автомашинипе ятарлă вырăна турттарчĕç. Вĕсем кашниех вуннăран кая мар хутланине шута илсен тирпейлĕх хуçаланни куç кĕретех.

А. КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика