08 июня 2011 г.
Кăçалхи чÿк уйăхĕнче тĕнчипе паллă вырăс ученăйĕ Михаил Васильевич Ломоносов çуралнăранпа 300 çул çитет. Наука тата çĕр-шыв историйĕнчи паллă тапхăра палăртмасăр иртеймĕн. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта “Ломоносов вулавĕсем – 2011” конкурс ирттерчĕç. Унта 4-10 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Н. Карягина хими учите-лĕпе Н. Андреева истори учителĕ мероприяти пуçаруçисем пулчĕç. Хими кабинетĕнче юбиляра халалласа стенд ăсталанă. Конкурсра аслă ученăйăн наукăн тĕрлĕ отраслĕнчи пултарулăхне палăртма тăрăшрĕç. Вĕренекенсене “М. Ломоносовăн хими тĕпчевĕ” , “Филологи”, “Истори”, “М. В. Ломоносовăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ”, “Юбиляра парне” номинацисене сĕнчĕç. Конкурса 10а класри хими ушкăнне çÿрекен “Динамит” команда уçрĕ. И. Федорова, Т. Журавлева, Е. Кошкина, Д. Анисимова, И. Алемесова, А. Тинюков тĕрлĕ тĕслĕ кĕленче хатĕрлекен технологипе, хими тĕпчевĕсемпе паллаштарчĕç.
Филологи тĕпчевĕсен секцине ачасем чи нумай ĕç тăратрĕç. Унта А. Чабатов, А. Прохоров, И.Федорова, Д. Медведева вĕренекенсем палăрчĕç. К. Фуражниковăпа С. Тихонова истори номинацийĕнче курăмлă ĕçлерĕç. М. Наумовăпа И. Макарова поэта халалланă сăвăсене вуларĕç. Н. Исаевăпа А. Лампасова Михаил Васильевич Ломоносов пултарулăхĕпе презентаци хатĕрленĕ.
Çакăнпа пăнчă лартман-ха шкулта. Çитес вĕренÿ çулĕнче ученăй биографийĕпе викторина ирттерме палăртнă. Конкурс участникĕсем хăйсен проекчĕсемпе кĕçĕнреххисене паллаштарĕç.
И. ТЕРЕНТЬЕВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.