08 июня 2011 г.
Ÿркенмен ăста пулнă, тенĕ ватăсем. Çак сăмахсем Нăрваш Шăхалĕнче çуралса кунтах тĕпленнĕ Татьяна Викторовна Ефимовăна та пырса тивет тесе шутлатăп. Вăл çамрăклах хресчен ĕçне кÿлĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ йышлă выльăх усранăран 12-13 çулсенчех аллине çурла-çава тытнă, кил çуртри ĕçсене пурнăçланă, хуçалăх ĕçне хутшăннă. Хитре те ĕçчен хĕре Ю.Ефимов ял каччи килĕштернĕ. Çĕр-шывра фермер хуçалăхĕсем аталанма тытăнсан Ефимовсем хăйсене тивĕçекен çĕр пайне илсе хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Кунта халĕ çĕрулми, сухан севок, кишĕр, выльăх апачлĕх нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тупăш кĕтĕр тесе çулленех 2-3 вăкăр ÿстерсе сутаççĕ. Çĕр çинче ĕçлеме ятарласа тĕрлĕрен техника туяннă. Çак техникăсемпе ĕçлеме Владик ывăлне çамрăклах хăнăхтарнă. Çĕр ĕçĕнчен пушаннă вăхăтра вăл ял çыннисене пулăшать. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне Чăваш ял хуçалăх академинче малалла тăсать.
Татьяна Викторовна хуçалăхри ĕçсенчен пушансанах алă ĕçĕ тума тытăнать. Вăл çыхма, çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме уйрăмах килĕштерет. Çак ĕçсене пурнăçлама хĕрĕ те амăшĕнчен юласшăн мар. Унăн ĕçĕсене ялти культурăпа кану центрĕнче темиçе хут та куравра кăтартнă, район шайне те илсе кайнă. Вĕсене хакласа панă Тав хучĕсем çемье архивĕнче чылай пуçтарăннă.
Татьяна юрра-ташша та ăста. Ялти, районти паллă спортсмен, тренер, кĕвĕ ăсти В.Бородкин йĕркеленĕ хора çÿрет. Вĕсем ял халăхне кăна мар, таврари ялсенче пулса концерт-семпе савăнтараççĕ, тав сăмахне, хисепе тивĕçеççĕ.
Б.КОШКИН