11 июня 2011 г.
АПК предприятийĕсемпе строительство организацийĕсен пĕр-пĕрин хушшинчи ăмăртăвĕн 2010 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх çаксене лайăххисем тесе палăртнă:
Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пур тĕп отрасльсене лайăх аталантарнăшăн “Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕ (ертÿçи – П. Н. Никифоров), ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусемшĕн “Батыревский” АХО (ертÿçи – П. В. Ялуков), выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнÿсем тунăшăн “Звезда” ял хуçалăх предприятийĕ (ертÿçи – В. Л. Кузнецов).
Строительство организацийĕсем хушшинче – “Чă-вашавтодор” АУОн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕ (ертÿçи – В. П. Рубцов).