11 июня 2011 г.
ЧР Вĕрентÿ министерстви Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп Управленийĕпе, Чăваш регионĕнчи ВДПО уйрăмĕпе пĕрле çамрăк пушарниксен республикăри XXI слетне ирттернĕ.
Слета хутшăнакансем “Пушар хăрушсăрлăхĕн азбуки”, “Минотавр йăви”, “Нептун тарăхăвĕ” тата ытти номинацисенче хăйсене тĕрĕсленĕ, плакатсен, парад формисен конкурсĕсене хутшăннă.
Чăваш Республикинчи 16 районтан килнĕ çамрăк пушарниксен 19 дружини хушшинче Патăрь-елĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Э. Тихонов, Д. Мышкин, А. Мулюков, И. Кошкин вĕренекенсем В. Антипов педагог ертсе пынипе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.