11 июня 2011 г.
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи А. Иванов ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйне хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ. Çакна палăртнă, Патăрьел райо-нĕнчи Шăнкăртамра çĕрт-ме уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртекен Сабантуя Раççейĕн 20 регионĕнчен 505 делегат хутшăнать.
Уяв “Хĕвеллĕ” уçланкăра виçĕ сцена çинче пулать, унтах Тутарстанпа Чăваш Енĕн профессиллĕ тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултарулăх коллективĕсем анлă программа кăтартаççĕ. Тата кĕрешес, урхамахсемпе чупас, ытти спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Çавăн пекех Чăваш, Тутарстан Республикисен предприятийĕсен продукцийĕн курав суту-илĕвне йĕркелеççĕ.
Сабантуй режиссерĕ Х. Исмагилова пĕлтернĕ тăрăх майданра Тутарстан Республикинчи юрăпа ташă патшалăх ан-самблĕпе Хусан юрăпа ташă ансамблĕн хореографи коллективĕсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артис-чĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.