11 июня 2011 г.
Олег Макаров премьер Республика кунĕ тĕлне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе Çĕрпÿ районĕнче пулнă. Çĕрпÿ – Рынкă хутлă-хĕнче автоçул тăвас ĕçпе паллашнă. Райадминистраци пуçлăхĕ Юрий Николаев палăртнă тăрăх Çĕрпÿре те тротуарсем сараççĕ – пĕтĕмĕшпе тăватă километр ытла пулмалла. Уяв тĕлне вĕçлесшĕн.
Актай ялĕнче вара “Чăваш бройлерĕ” АУОн чĕпсене çитĕнтермелли комплексне хута ямалла. М-7 автотрасса хĕрринче, Сăнав поселокĕ патĕнче, республикăн “Уй-хир кунĕ – 2011” курав- демонстрацине вырнаçтарма палăртнă.
Республика кунĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекчĕ – Тихвин ярмăркки. Правительство пуçлăхĕ сцена, суту-илÿ речĕсем мĕнлерех вырнаçассипе кăсăкланнă. Хулан социаллă уйрăм объекчĕсене пăхса çаврăннă. Строительсем уяв тĕлне нумай хваттерлĕ çурт хута яма шантараççĕ, тăхăр çурт фасадне юсаса пĕтермелле. Район шайĕнче ытти объект та пур. Премьер Республика кунĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлемеллине палăртнă.