АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăкăт ялĕ аталанать, пуянланать

11 июня 2011 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх суйлавĕ хыççăн журналист тивĕçĕпе ку таранччен çĕнĕрен суйланнă чылай ял поселенийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Вĕсен ĕçĕнчи малтанхи утăмсене тĕрлĕрен хаклама пулать. Сăкăт ял поселени пуçлăхĕ С. И. Толстов ку ĕçре хăйĕн тавракурăмĕпе те, пултарулăхĕпе те, хăюлăхĕпе те ырă тĕслĕхлисен йышĕнче. Çĕнĕ вырăна вăл вăхăт ирттерме е должноçпа мăнаçланма килмен. Суйлав хыççăн çур çул çеç иртрĕ пулин те ял пуçлăхĕн хăйĕн суйлавçисем умĕнче палăртнă программăна мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки каласа памалăх пур.

– Ял поселенийĕн тĕп тĕллевĕ – Сăкăт халăхне аталанма, паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнма кирлĕ условисем туса парасси. Халĕ ĕçлесе пыракан суйлав умĕнхи программăна эпĕ шăпах çакна шута илсе никĕсленĕ. Паян вара унпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыратпăр та, – терĕ Сергей Иосифович хăйĕн ĕçĕ пирки каласа пама ыйтсан.

Çĕнĕ ĕçре старт илнĕ хыççăнах ял поселенинче ырă улшăнусем туйăнма пуçланчĕ. Кирек мĕнле ĕçе татса пама та ял çыннине чăн малтанах лайăх çул кирлĕ. Çакна тĕпе хурса 2010 çулхи ноябрь уйăхĕнче 4-5 урама вĕтĕ чул сарса пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă. Пушар хăрушсăрлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе ялăн çурçĕр тата кăнтăр енĕсенче кÿлĕсем чавнă. Сăмах май каласан ял поселенийĕ пушар хăрушлăхне сирес, вутран тухнă инкек-синкеке вăхăтра парăнтарас тĕллевпе хăйсем çыхăну тытакан Самар облаçĕнчи çар чаçĕнчен ЗИЛ–131 пушар машини илсе килнĕ. Унсăр пуçне пушар хуралĕнче «УРАЛ» автомашина та яланах хатĕр, мотопомпа пур. Вĕсене пăхса тăма вара “Красное знамя” хуçалăх пулăшать.

Ял поселенийĕ пĕр ялтан çеç тăрать пулин те йышĕпе пĕчĕк мар. Хальхи вăхăтра 661 хуçалăхра 2038 çын пурăнать. Паянхи кун ялта ытти поселенисенчи пекех пушаннă çуртсем курăнкалаççĕ пулин те, Сăкăт ялĕн малашлăхĕ çутă тесе калас килет. Çакна чăн малтанах кунта çамрăксене ĕçлесе пурăнма, канма, çемье çавăрса аталанма кирлĕ условисем пулни те çирĕплетсе параççĕ.

Ялта хăтлă ача сачĕ ĕçлет. Кунта ютран пепкесене илсе çÿрекенсем валли ятарласа пĕр ушкăн пур. Çĕнĕ çул умĕн виçĕ хутлă капăр шкул çурчĕ хута кайни Сăкăт ял историне çырăнса юлакан паллă. Ял халăхĕн пысăк савăнăçне Чăваш республикин Президенчĕ М. Игнатьев та пĕрле пайлани пушшех питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паян çĕнĕ шкулшăн ватти те, вĕтти те хĕпĕртет.

Ялта хăйсем пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартса ешĕллетес ыйтусене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе вырăнсăр çÿп-çап тăкмалли лаптăксене йĕркене кĕртнĕ. Ку ĕçе йĕркелеме вырăнти “Красное знамя” хуçалăхсăр пуçне “Булат” тулли мар яваплă обществăна, “Шыгырданы” ТПК техникисене йышлă явăçтарнă. Уйрăм граждансенчен А. Алякинпа А. Назаров пысăк пулăшу панă.

– Паян Сăкăтсем кирек мĕнле ыйтăва та ырă енĕпе татса пама пултараççĕ. Çакă чăн малтанах пирĕн халăх ĕçре те, спортра та, культурăна аталантарассинче те кăтартуллисем хушшинче пулнинчен килет. Ял халăхĕ халсăр мар. Ахальтен мар ĕнтĕ пире ЧР Президенчĕ Чăваш Енри ял поселенийĕсем хушшинче производствăпа экономика кăтартăвĕсемпе чи лайăххи тесе палăртса диплом пачĕ. Çакă вара пире малашне халăхпа тата тачăрах çыхăнса ĕçлесе проблемăсене татса пама хавхалантарĕ, – терĕ çирĕппĕн Сергей Иосифович Сăкăтсен ĕçри пултарулăхне хак парса.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика