11 июня 2011 г.
Патăрьел район сучĕн приговорĕпе килĕшÿллĕн, 31 çулхи предпринимателе преступлени тунăшăн РФ УК 146 статйин 2 пайĕпе автор правипе саккунсăр усă курнăшăн (контрафактлă произведени экземплярĕсене пысăк хисеппе сутас тĕллевпе турттарса килнипе танах) айăплă тесе йышăннă.
Уголовлă ĕç материалĕнчен çакă паллă: 2009 çулхи нарăс уйăхĕнче предприниматель рынокра Microsoft Word 2003 программăна автор правипе саккунсăр усă курас тĕллевпе туяннă. ЭВМ валли программа контрафактлине пĕлсе тăрсах унпа ĕçленĕ. Çавăншăн ăна 10 пин тенкĕ штраф панă.
В. ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн
Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.