АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĕМ САПАççĕ çЕçКИСЕМ

11 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕнче халиччен хĕвеллĕ уяр çанталăк сахал пулчĕ. Унпа та килĕшмелле. Пĕлтĕр çумăра кĕте-кĕтех кĕркуннене çитрĕмĕр мар-и; Ăшши çеç çукрах. Çавах чечек-курăк илемлĕн ешерет. Пахчасенче хĕм сапан çеçкесем куçа илĕртеççĕ. Вĕсемшĕн хĕвелĕ те, çумăрĕ те çителĕклĕ. Тавралăха чĕрĕ сăн кĕртеççĕ. Тюльпансен пĕр ушкăнĕ çулленех шкултан вĕренсе тухакан ачасемшĕн янăракан юлашки шăнкăрав тĕлне çеçке çурать Анат Туçари Барановсен çурт умĕнчи пахчинче. Ун хыççăн ыттисем черетленеççĕ. Пĕрисем сÿннĕ çĕре теприсем хатĕрленеççĕ. Пахча шурă, хĕрлĕ, кăвак, сарă, тĕссемпе тулать. Мĕн хĕл ларичченех пур чуна илĕртмĕшсем пахчара. Астрăсемпе георгинăсем кĕрхи сивве те парăнасшăн мар.

Ял çыннин çуллахи вăхăтра канлĕхĕ сахал. Çурт хы-çĕнчи çĕр лаптăкĕнче çĕрулми, кишĕр, сухан, севок, вăрлăхлăх сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Хире уйăрса илнĕ çĕрĕ те пур. Кашни культурăна вăхăтра акса, лартса ĕлкĕрмелле-çке. Кишĕрпе севок, акă, типпе юлсан шăтмаççĕ. Чĕкĕнтĕр ирхи культура мар. Маларах шăтсан сивĕ тивет. Акмалли-лартмалли вăрлăхсене те хăех хатĕрлеме тăрăшать Алевтина Александровна. Хăяр, помидор вăррисем те çителĕклĕ унăн çулленех. Килте тунисем шанчăклă. Çеçкисем пушă пулмаççĕ.

Анат Туçа ĕлĕкренпех улма йывăçлă ял. Панулмин миçе сортне çеç çитĕнтермеççĕ кунта. Унсăр пуçне хура, хĕрлĕ пилеш, ирга, слива, чие йывăççисем, хурлăхан, крыжовник тĕмĕсем пурах. Вĕсен çимĕçĕсене те вăхăтра пухса хатĕрлеме пĕлмелле.

Килти ĕçпе çеç пурăнмасть А. Баранова. Туçари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче санитаркăра ĕçлет. Унччен графикпа пулнă. Кăнтăрлахи, çĕрлехи сменăра ĕçленĕ. Халĕ куç-пуç çутипе çеç çÿремелле. Анчах ĕçĕ çителĕклех. Тирпей илеме çурт умĕнченех тытса тăмалла. Медицина персоналĕпе пациентсем çитиччен каçран ÿкнĕ кивĕ çулçăсене, хăрăк турата пуçтармалла. Шалти тирпейлĕх те кирлех.

Çемьере хисеплĕ мăшăр, юратнă анне Алевтина Александровна. Кукамай та, асанне те вăл. Ывăлĕ çар специалисчĕ. Хĕрĕ сутуçă. Малтанхи мăнукĕ вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Владимир Михайлович “Звезда” кооператив ĕçченĕ. Çемье выльăх-чĕрлĕх те тытать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Ыттисенчен лайăххи тата та пур Барановсен. Алевтина Александровнăра ăмсанулăх, кĕвĕçÿлĕх çук. Хăйĕнчен канаш ыйтакансене пулăшма хирĕçлемест. Кăмăлне кура Турă парать ăна. Мĕн кирли çителĕклех унăн халĕ те. Тивĕçлĕ канăва тухнă май пенси укçи илсе малашне сывлăхпа пурăнмашкăн çеç ĕмĕтленет.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика