11 июня 2011 г.
Патăрьел район прокуратури ЧР Россельхознадзорăн вăрлăх тĕрĕслекен пайĕн патшалăх аслă инспекторĕсемпе пĕрле ака-çу уйăхĕсенче район территорийĕнче пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнса усă курнине палăртас тĕллевпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче районта асăннă хатĕре турттарса килессипе, алтса чикессипе, радиоактивлă, наркăмăшлă, химиллĕ, çын сывлăхĕшĕн тата тавралăхшăн сиенлĕ производство каяшĕсемпе ĕçлекен тата усă куракан ятарлă предприяти çукки курăннă. Инспекторсем “Дуслык”, “Весна”, “Корма”, “Сидели” хуçалăхсене çитнĕ. Вĕсенче, “Дуслык” предприятисĕр пуçне, пестицидсене упрамалли ятарлă хранилищĕсем çуккине палăртнă. Тăватă хуçалăхра та пестицидсем пулнă тарăсене ятарлă пÿлĕмсене е пестицида хатĕрлекенсене тавăрса паман. Тарăна ăçта килнĕ унта пăрахни, тĕллевлĕ усă курманни тавралăха сиенлетес хăрушлăх кăларать.
Çÿлерех асăннă фактсем федераллă саккунăн 109-ФЗ номерлĕ “Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнасси” тата СанПин 1.2.2584-10 “Пестицидсене тата агрохимикатсене утилизациленĕ, усă курнă, реализациленĕ, турттарнă, упранă, тĕрĕсленĕ вăхăтра хăрушсăрлăх гигиенине пăхăнасси” йĕркисене пăснине пĕлтерет.
Пестицидсене тата агрохимикатсене ятарласа вĕсене упрамалли пÿлĕмре, строительствăн нормисемпе правилисене пăхăнса тунă çĕрте тытмалла. Уçă çĕрте вырттарма юрамасть. Пестицидсем е агрохимикатсем пулнă хут е йывăç тарăсене ятарлă хатĕрсенче çунтармалла е ятарласа уйăрнă полигонсене илсе кайса хумалла.
Металл е полимер материалсенчен тунă тарăсене сиенсĕрлетнĕ хыççăн, хытă хупса, тавара хатĕрлекене каялла тавăрса е иккĕмĕш хут усă курма çĕнĕрен ирĕлтерме памалла.
Патшалăх санитарипе эпидемилоги пĕтĕмлетĕвĕсĕр, федераллă органăн ĕç тăвакан влаçĕ ирĕк памасăр пестицидсемпе агрохимикатсене турттарса килме юрамасть.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тăватă предприятинчи должноçри çынсене Раççей Федерацийĕн кодексĕн 8.3 статйипе килĕшÿллĕн административлă йĕркене пăснăшăн штраф панă, саккуна пăснăшăн представлени тăратнă.
Çĕртме-çурла уйăхĕсенче татах пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттерме палăртнă, çавна май хуçалăх ертÿçисен юрăхсăра тухнă тата усă курма юраман наркăмăшлă химикатсене пĕтерессишĕн çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ йышăнусем тумалла, пестицида туянма, упрама санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвне илмелле, çÿлерех асăннă санитари правилисене пăхăнмалла.
Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан айăплă çынсен ячĕпе административлă ĕç пуçарма, должноçри çынсене 2-5 пин тенкĕ штрафлама, юридици сăпачĕсĕр предпринимательсене–2-5 пин тенкĕ тÿлеттерме, организаци ĕçне 90 куна чарса лартма, юридици сăпачĕллисене вунă пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штрафлама е ĕçне 90 куна чарса хума тивет.
В. ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн аслă пулăшуçи,
юстицин кĕçĕн
советникĕ.