АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футболистсем ăмăртрĕç

17 июня 2011 г.

Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн стадионĕ çу каçа пушă тăмасть. Ку хутĕнче Шăхальсем хăйсенчен вăхăтсăр, çамрăклах, ĕмĕр-лĕхех уйрăлса кайнă спортсменсене асăнса мини-футбол вăййи ирттерчĕç. Çак ăмăрту кăçалхипе тăваттăмĕш çул пулчĕ. Ăмăртăва сакăр команда хутшăнчĕ. Малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Афанасьев, унччен шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ В. Бородкин тата ашшĕсем, тăванĕсем сăмах илчĕç. Командăсене икĕ ушкăна пайласа вăйăсем пуçланчĕç. “А” ушкăнра “Пулевые”, “Школьники”, “Именево”, “Подлесные” командăсем, “Б” ушкăнра “Норваши”, “Спартак”, “Стоматологи”, “Темп” (Карабай Шăмăршă) командăсем пулчĕç.

Пĕр çаврăм вылянă хыççăн виççĕмĕшпе тăваттăмăш вырăншăн “Именево” командăпа “Спартак” команда тĕл пулчĕç. 1:0 шутпа выляса илсе “Именево” команда виççĕмĕш вырăна тухрĕ. “Стоматологипе” “Пулевей” командăсем вара чемпион ячĕшĕн тупăшрĕç. “Стоматологи” команда пĕртен-пĕр гол кĕртсе чемпион ятне тата куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕ.

Номинацисем тăрăх: “Чи лайăх вылякан” ята А. Лаврентьев, “Чи лайăх бомбардир” – А. Григорьев, “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” ята Степанов, “Чи лайăх вратарь” ята Ю. Исаев тивĕçрĕç. Юлашкинчен мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене, номинаци тăрăх палăрнисене грамотăсемпе укçан призсем парса чысларĕç.

В. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика