17 июня 2011 г.
Уй-хир тĕрĕслевĕ хыççăн, ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн Н. Глуховăн йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн, акана пысăк пахалăхпа пурнăçланă хуçалăхсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарма йышăннă.
Çур акине вăхăтра тата пысăк шайра ирттернĕшĕн тулли мар яваплă “Агрофирма “Исток” пĕрлешÿ (ертÿçĕ – А. Илюткин, тĕп агроном – Д. Ерофеев, тĕп инженер – А. Лялькин) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта – “Малалла” ял хуçалăх артелĕ (ертÿ-çĕ – М. Петров, тĕп агроном – Н. Лукин, тĕп инженер – Н. Пазухин); “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçĕ – Н. Михайлов, тĕп агроном – Н. Матвеев, тĕп инженер – Г. Митрофанов).
Виççĕмĕшĕнче – “Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçĕ – М. Петров, тĕп агроном – И. Киргизов, тĕп инженер – В. Анисимов); тулли мар яваплă “Агрофирма “Тойсинская” пĕрлешÿ (ертÿçĕ – Г. Рубцов, тĕп агроном – Г. Жуков, механик – Е. Федоров).
Патăрьел районĕнчи фермер хуçалăхĕсенчен Е. Мартышкин фермер хуçалăхне çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă.
“Батыревский”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Жизнь”, “Булинская” хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртнă.
Чи нумай продукци илнĕ
Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, хĕллехи тапхăрта 650 центнер аш-какай, 100 тĕп сысна ами пуçне 1600 çура илнĕшĕн “Звезда” ял хуçалăх производство кооперативĕн (ертÿçĕ – В. Кузнецов, тĕп зоотехник – В. Щукина, ферма заведующийĕ – З. Плешкова) ăратлăхпа ĕçлекен сысна фермине çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă.
Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Батыревский”, “Труд” хуçалăхсен фермисем те лайăх ĕçленине палăртнă.
Выльăх чĕрлĕх пăхакансем хушшинче çаксене çĕнтерÿçĕсем тесе йышăннă, диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă:
“Батыревский” хуçалăхри Николай Олендеев дояра, вăл пĕр ĕнерен 3684 килограмм сĕт сунă.
Ленин ячĕллĕ агрофирмăри Николай Аппаков пăру пăхакана, пĕтĕмĕшле 68 центнер самăртнă.
“Труд” хуçалăхри Нина Васильева сысна пăхакана, пĕтĕмĕшле 381 центнер самăртнă.
“Звезда” хуçалăхри Валентина Суркова сысна пăхакана, 100 тĕп амаран 912 çура илнĕ.
В. Михеева (“Исток”), О. Шайдукова (“Первомайск”), З. Фролова (“Корма”), В. Клементьев (“Малалла”), Н. Мясникова (“Звезда”), Н. Тюрюхина (“Тойсинская”) ĕне-выльăх самăртакансене, В. Эриванова («Труд»), В. Суркова (“Красное знамя”), Т.Казакова (“ Булинская”) сысна çури илекенсене, Н. Мишина («Красное знамя»), О. Сидорова (Ленин ячĕллĕ), И. Шурбина(“Исток”) сысна самăртакансене ырăпа асăннă.
Ака паттăрĕсем
Çур акинче хастар ĕçленĕ механизаторсене диплом тата укçан преми пама йышăннă:
“Красное знамя” хуçалăх механизаторне Леонид Силюкова. Вăл Т-150 тракторпа 3 сеялкăллă агрегатпа 750 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă.
Тулли мар яваплă “Агрофирма “Исток” пĕрлешÿ механизаторне Николай Тихонова, МТЗ-1221 тракторпа 2 сеялкăллă агрегатпа 1060 гектар тĕш тырă никĕсе хывнă.
Ленин ячĕллĕ агрофирма трактористне Александр Пахомова, Т-150 тракторпа 962 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Шейхулла Куликов фермер хуçалăхĕн механизаторне Александр Чихина, ХТХ – КамАЗ – 215 “Агромастер–7300” акакан агрегатпа çĕнĕ технологипе усă курса 770 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă.
Çур акинче пысăк пахалăхпа ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусемшĕн çак трактористсем диплом тата укçан преми илме тивĕçнĕ: В. Киргизов (“Первомайск”), Н. Филиппов (“Малалла”), В. Баскаков (“Звезда”), В. Николаев (“Сидели”), Р. Жуков (“Тойсинская”), Р. Халитов (“Дуслык”), Н. Сидоров (“Югель”), Н. Петров (“Хастар”), Ю. Муськин (улма-çырла питомникĕ), В. Васильев (“Батыревский”).