17 июня 2011 г.
Право йĕркипе тивĕçтерессипе координаци канашĕн ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ, координаци канашĕн председателĕ Н. Глухов ертсе пынă. Кунта йĕрке хуралĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх орга-нĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине, район территорийĕнче йĕркелĕх тивĕçтерессине, чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилеме районăн мĕн чухлĕ вăй пуррине пăхса тухнă, йĕркене пăсасран асăрхаттарасси тата профилактика ирттересси пирки калаçнă тата ытти ыйтусене те хускатнă.
Координаци канашĕн членĕсем ларура ял поселенийĕсенче йĕркене сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен обществăлла йĕркелÿсен хăш-пĕр тăкакĕсене район бюджетĕнчен саплаштарма пăхса хăварнă. Ял поселени пуçлăхĕсене районти шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле халăх нумай çÿрекен вырăнсенче видеосăнав лартассипе тата халăх дружинисене явăçтарассипе ла-йăхрах ĕçлеме, çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче, хăрушлăхра граждансен пурнăçне хÿтĕлеме тивĕçлĕ йышăнусем тума хушнă.
Обществăлла тирпейлĕхе йĕркелеме хутшăнакансене хавхалантарасси пирки те тимлĕх уйăрассине сÿтсе явнă.
Шыв сарăлнă, пушар хăрушлăхĕ вăхăтĕнче ĕç тăвакан власть органĕсен, федераци органĕн ĕç тăвакан влаçăн территорийĕнчи органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă.
(Хамăр корр.).