17 июня 2011 г.
Черетлĕ ĕç кунĕ вĕçленес умĕн пÿлĕме стайлă виçĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Иккĕшне никам вырăнне те кайса хураймарăм. Виççĕмĕшĕ вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕскер пулчĕ. Малтанласа сăмах татăклăн çыхăнкаларĕ. “Авангард” хаçатăн юлашки номерĕпе интересленчĕç хăнасем. Хăйсем Çимĕке яла килнĕрен Мускава, Шупашкара çитме ĕлкĕреймен иккен район хыпарçи. Сăмах май çакăнтан вĕсем редакцие кĕнин сăлтавĕ те уçăмланчĕ. Вăтаелĕнчи хĕр чухнехи Плечовăсем иккен. Ашшĕ, Николай Алексеевич, хаçатăн çывăх тусĕччĕ. Информацисем ярсах тăратчĕ. Сăвăсем те шăрçалатчĕ. Хĕрĕсен те çак туртăм пур. Мускаври Альбина Николаевнăн чылайăшĕ пичетленчĕç “Авангардра”. Шупашкарти Зинаида Николаевна та алла ручка тытать-мĕн. Ашшĕн ал çырăвĕсене çухатман. Вĕсене якатса, пичетлесе кĕнеке кăларасшăн.
Сăмах çумне сăмах хутшăнчĕ. Турă пани пур вĕсенче. Треньелĕнчи Галка Ваçле-йĕпе, поэзи хирĕнче чылайранпа вăй хуракан Василий Григорьевичпа, пĕр тымартан иккен Вăтаелсем. Хĕрсен амăшĕ шăпах унпа пĕр тăван.
Пелагия Григорьевнăпа Николай Алексеевича самана пуçран ачашласа ÿстермен. Вăрçă вăхăтĕнче хĕр пуçăн Мускав айккине торф кăларма кайнă амăшĕ.
– Кукаçăр икĕ михĕ çăкăр типĕтсе яман пулсан тăван яла каялла таврăнасси çукчĕ, – тесе сахал мар аса илнĕ каярахпа. Хăй килĕштерекен савнийĕ те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă-мĕн. Вара шăпа пÿрнипе килĕшме тÿр килнĕ. Вăтаелне качча тухнă. Николай Алексеевич хăй те матур пулнă. Педагогика техникумĕнче пĕлÿ илнĕскер, ачасене шкулта та вĕрентнĕ. Хĕрĕсен мăшăрĕсемпе шăкăлтаттарсах нимĕç чĕлхипе калаçма пултарнă.
Ашшĕ, амăшĕ, вĕсен Вася ывăлĕпе Лида хĕрĕ вилнĕ. Çывăх çынсен вилтăприйĕ умне пуçтарăнаççĕ çулленех. Сыввисем çакна хăйсен тивĕçĕ вырăннех хураççĕ. Пĕр тăвансенчен Лена яла качча тухнă. Туçари участок больницинче медицина сестринче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Валерий Патăрьелĕнче пурăнать. Çемьеллĕ, ачисем ÿссе çитĕннĕ. Чернобыльти атом станцийĕнчи авари хыççăнхи ишĕлчĕксене тирпейлеме хутшăннă. Патăрьелĕнчи пĕр строительство организацийĕнче ĕçленĕ вăл.
Зина (Иванова) Шупашкарта тĕпленнĕ. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер. Малтан ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ, кайран экономист специальноçне алла илнĕ. Ĕçе ял хуçалăх министерствинчен пуçласа çул-йĕр строительство организацийĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă: çемьеллĕ. Икĕ ачи те аслă пĕлÿллĕ, мăшăрĕ педагог.
Альбина вара (Гончарова) тăваттăмĕш теçетке çул Мускавра пурăнать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе 3 ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Пĕрремĕш мăнукне Кĕтерне патша ячĕпе хунă.
Кирек ăçта пурăнсан та тăван ялтан, атте-анне килĕнчен, ачалăхра выляса ÿснĕ улăх-çаранран, пĕрле шкула çÿренĕ тус-юлташран çывăххи, хакли çук иккен. Манаймасть вĕсене никам та. Чĕре патĕнче тытать. Çак туйăмсене Альбина Николаевна сăввисенче палăртать. Чăвашлăха (мăшăрĕ вырăс пулсан та) упрать. Мускавра пурăнать пулин те “Авангард” хаçата пĕр номерне сиктермесĕр вулать. Район хыпарĕсемпе интересленет. Çавăнпа савăнать. Хаçатăмăр Раççей тĕп хулинче пурăнакансемшĕн те çывăх пулни пирĕншĕн те кăмăллă.
А. АСТРАХАНЦЕВА.