АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр хут «салтакра» пулĕç

17 июня 2011 г.

Салтакра пулнă арçынсен çар хатĕрлевне тепĕр хут аса илтерес тĕллевпе районта çар сборĕ пулчĕ. Кăçал Шăмăршă тата Патăрьел тăрăхĕсенче пурăнакансене шалти çарсенче службăра стрелок пулнисене Атăлçипе Урал çар округĕн командующин хушăвне пурнăçласа чĕннĕ. Вĕсем çĕртмен 15-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Çĕрпÿ районĕнче ятарласа палаткăсенчен хатĕрленĕ лагерьте пулаççĕ. Салтак тумĕсене тăхăнтартаççĕ, çарти условисенче пурăнтараççĕ.

Свердловск, Оренбург, Челябинск облаçĕсенче, Тутар тата Пушкăрт Республикисен территорисенче кун пек сборсем, вĕсенче пысăк çар чаçĕсем тата çар техникин базисем вырнаçнă май, çуллен ирттереççĕ. Чăваш Республикинче пысăк çар чаçĕсемпе техника базисем çуккине шута илсе нумай çынна пухса халиччен вĕрентÿ йĕркелемен.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко çар вĕрентĕвне хутшăнакансене сборăн тĕп тĕллевĕ пирки каласа пачĕ, лайăх кайса килме сунчĕ. Унтан икĕ районтан килнĕ запасри салтаксене автобуссемпе Çĕрпÿ районне илсе кайрĕç.

О. ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика