17 июня 2011 г.
Вăрман – кислород çăл куçĕ, климата йĕркелет, сывлăша тасатать, кăмăла çĕклет. Çавăн пекех пирĕн тавралăхаилем кÿрет. Эпир “Вăрман – пирĕн пуянлăх”, тесе каланине илтме хăнăхнă, анчах та вăл пĕтме пултарасси пирки чылайăшĕ шухăшламасть те. Çулла çитрĕ, унпа пĕрле пушар тухас хăрушлăх та ÿсрĕ. Вăрман ĕçченĕсемшĕн халь канăçсăр вăхăтсем пуçланчĕç.
Çут çанталăк ытамĕнче пулнă чухне вут-çулăм тухасси пирки час-часах манатпăр, анчах та вăрманти пушарсен 80 проценчĕ çын айăпĕпе тухать. Йывăçсемпе пĕрле çитес ăру валли юлмалли пуянлăх, кайăксен, чĕр чунсен килĕ, çырла-кăмпа, канмалли вырăнсем кĕле çаврăнаççĕ.
Çут çанталăкра, вăрманта пулнă чух пурте пĕлекен правилăсене манмалла мар: ан пĕтер, ан сиенле, ан çĕмĕр, пурнăçăн пĕтĕм хитрелĕхне хисепле, хыççăн таса мар ан хăвар. Çĕр çине хăнана кăна килнине, сана савăнăç тата хăтлăх кÿрекен япаласене ыттисене валли те тăратса хăвармаллине ан манăр. Хăвăрта яланах яваплăха туйăр. Вăрмана пушартан сыхлăр!
Çулла умĕн вăрман ĕçченĕсем шкулсенче пулнă, ачасемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Унта пушар хăрушсăрлăх темипе калаçусем йĕркеленĕ. “Шăмăршă лесничестви” патшалăх учрежденийĕ вăрмана пушартан сыхлас тата хÿтĕлес тĕллевпе 80 çухрăм тăршшĕ минирализациленĕ полосасем тунă, асăннă полосасен 200 çухрăмне пăхса тирпейленĕ, канмалли тата пирус туртмалли 72 вырăн хатĕрленĕ, пушара хирĕçле 140 аншлаг туса çакнă, вут-çулăм пирки 440 экземпляр листовка салатнă.
Вăрманта пушар тухнине курсанах “Шăмăршă лесничестви” патшалăх учрежденине (8835 46) 2-351 е Пăла участок лесничествине 6-49-26, Турхан участок лестничествине 6-84-37 номерсемпе, çавăн пекех 01 номерпе пушар чаçне, 02-пе милицине шăнкăравламалла.
М. АЗИЗОВ,
“Шăмăршă лесничестви” патшалăх
учрежденийĕн инженерĕ.