23 июня 2011 г.
Чăваш Еншĕн те пысăк пĕлте-рĕшлĕ уява Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Николай Овсиенко, Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин ертсе пыракан делегаци, Раççейри мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн пуçлăхĕ Талгат Сафа Таджуддин, официаллă ытти хăнасем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасене Патăрьел район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров тата Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă мероприяти пуçланиччен хăнасем Шăнкăртамри “Сăвапшăн тăрăшакан виçĕ юлташ” ятлă Тĕп Собор мечĕтне çитсе курчĕç. Харăсах 1000 ытла кĕл тăвакан вырнаçакан мечĕте шăпах çулталăк каялла хута янăччĕ. Раççей Мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн пĕрремĕш çумĕ Альберт Крганов Соборпа, унăн историйĕпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех хăнасем Собор мечĕтĕнчен инçех мар пурăнакан Абдулвалеевсем патĕнче те пулчĕç. Ильнар Минсеитович тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿре, Дина Феридовна “АЗИРРА” ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшаççĕ. Тĕп ĕçсĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Пилĕк уйăхра кăна вĕсем 1000 килограмм аш-какай сутнă.
Абдулвалеевсем “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса 400 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ, унпа выльăх усрама хуралтă тунă. Хушма хуçалăха аталантарма патшалăх тĕрлĕ çăмăллăх туса панăшăн вĕсем хăнасене тав турĕç.
Пĕтĕм Раççейри II Сабантуй “Аслă халăхсен тымарĕсем” театрализациленĕ прологпа уçăлчĕ. Икĕ республика артисчĕсем пĕрле выляни икĕ халăхăн – чăвашăн тата тутарăн – туслăхĕн символĕ пулчĕ. Хореографи коллективĕсем “Шурале” балетăн композицине хатĕрлени те хăйне майлă илем кĕртрĕ. Пролог вăхăтĕнче Сабантуя тата тепĕр хăна, тутарсен паллă поэчĕ Габдулла Тукай килсе «çитрĕ». Поэтăн сăнарне Тутар патшалăх театрĕн артисчĕ Ильдус Ахметзянов туллин кăтартса пама пултарчĕ.
Чăваш Республикин Президентне тата ытти регионсенчен килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа, тутарсен наци апачĕпе чак-чакпа кĕтсе илчĕç. Сабантуя хутшăнакансене саламланă май Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççей шайĕнчи уява чăваш çĕрĕнче ăнсăртран ирттерменнине палăртрĕ. Пирĕн республикăра тутарсем çын шучĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ, чăвашсем те Тутарстанра виç-çĕмĕш иккен.
Уявра патшалăх наградисене сумлă лару-тăрура пачĕç, парнесем те пулчĕç. Нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес тата аталантарас енĕпе ырми-канми тăрăшнăшăн муфтие, Раççей мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн пĕрремĕш çумне, Мускав хулин тата Раççей Тĕп регионĕн Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председательне, Чăваш Республикин Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председательне Альберт Крганова тата Комсомольски районĕнчи тутар наци культура автономийĕн членне Решит Султанова Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Тутарстан хăнисем вара Шăнкăртам ял поселенине микроавтобус парнелерĕç.
Уçланкăри Сабантуя юрă-ташă илем кÿчĕ. Кунĕпе тутар тата чăваш юррисем янăрарĕç. Артистсем, тĕрлĕ çĕртен килнĕ фольклор ушкăнĕсем халăха савăнтарчĕç. Уява килнисем вырăс, чăваш, тутар “ялĕсене” курма, унта пурăнакансен пурнăçĕпе паллашма пултарчĕç. Ача-пăчана карусельсем илĕртрĕç.
Сабантуйра йăлана кĕнĕ спорт мероприятийĕсем те – лашапа чупасси тата “курэш” (кĕрешÿ), армспорт – пысăк вырăн йышăнчĕç. Кĕрешнĕ çĕрте 100 ытла çын хушшинче Сабантуй паттăрĕ Тутарстанран килнĕ Радик Файзуллин пулчĕ, вăл тĕп парнене – “Фиат” автомашинăна – илчĕ. Чăваш Республикин каччисем те – Р.Садаров, М.Купкенов, Р.Янтыков – хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтерчĕç. Тутарстанри Р.Нургалиев, Р.Касимов, Р.Нургалиев, Ф.Мингазов та мала тухрĕç.
Алă вăйне виçнĕ çĕрте те тупăшусем хĕрÿ иртрĕç. Кунта Чăваш Ен спортсменĕсем палăрчĕç: Р.Гарифуллин, Е.Еремеев, А.Атласкин, Н.Абитов, Ю.Пыркина, Д.Салеева.
Ипподромра та куракансем туллиехчĕ. Виçĕ тата тăватă çулхи таса йăхлă, çурма ăратлă, ĕç лашисем ăмăртрĕç. Таса йăхлисем хушшинче Шăнкăртамри М.Караман “Волейбол” ятлă урхамахĕ мала тухрĕ, хуçи ăратлă тихана тивĕçрĕ. Çурма ăратлисем хушшинче Тутарстанран килнĕ Д.Галимзянова тытса пыракан “Горальдика” ятлă лашана çитекенни пулмарĕ. Ăмăртăвăн тĕп призне – верблюда – П.Макарова Кивĕ Ахпÿртри Н.Пыркинăн “Леваш Холмс” урхамахĕпе пĕрре-мĕш çитнĕшĕн пачĕç.
Уявра суту-илÿ речĕсем те кунĕпе ĕçлерĕç. Кăмăл тăвакансем тутар тата чăваш тумĕсене, сувенирĕсене туянма пултарчĕç.
О.ПАВЛОВА.