АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлан евĕр чупаççĕ ачасем

23 июня 2011 г.

Шкул çулне çитмен тата шкулта вĕренекен ачасемшĕн районта 60-мĕш хут ирттерме палăртнă “Акатуй-Сабантуй” уявĕ çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчех пуçланчĕ. Çумăрлă çанталăкран уяр саманта вăрласа “Паттăр” стадионта спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Спортсменсен парадне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, стадион заведующийĕ Ю. Васюткин саламларĕç. Пулас олимпиецсен стартне районти 8 вĕрентÿ учрежденийĕнчи 34 воспитанник тăчĕ. Чи кĕçĕн велосипедистсем 400 метра чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Тăрăнти пуçламăш шкулпа ача садне çÿрекен Д. Михеев, иккĕмĕшне Тăрăнти Н. Семенов, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи “Центральный” ача садĕнчи Ю. Поляков çĕнсе илчĕç.

Аслăрах ушкăна çÿрекен арçын ачасенчен Сăкăтри “Çăлкуç” ача садĕнчи С. Каленов, Патăрьелĕнчи “Хĕвел” ача садĕнчи Д. Галкин, “Центральный” ача садĕнчи П. Седойкин малти вырăнсене йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен “Центральный” ача садĕнчи Д. Илюткинăпа Д. Мустафина пĕрремĕшпе иккĕмĕш, “Василек” ача садĕнчи А. Селиванова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Ăмăртăва хутшăннă çитĕнекен ăру пĕри те парнесĕр юлмарĕ.

Çак дистанциех çуран чупса ăмăртакансенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти З. Пукачева чи лайăх кăтартупа пĕрремĕш, Д. Чабатова иккĕмĕш, А. Медведева виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен çак шкулти Н. Бородкин çĕнтерÿçĕ, Р. Тазюковпа И. Атаказов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Çăмăл атлетсен эстафетине 8 вăтам шкул команди хутшăнчĕ. Стартран 200 метрлă чупăва 12-шер ача тăчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди иртнĕ çулхи чыса çухатмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Виççĕмĕшне Первомайскинчи вăтам шкула çÿрекенсем йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсен ÿсĕ-мĕпе тăратнă командăсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш шкулсен çăмăл атлечĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди “Единая Россия” партин парнине тивĕçрĕ.

Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсен кăтартăвĕсене шкул спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕнче шута илеççĕ. Вĕсене пĕр хутчен çеç мар Чăваш Енри рекордсмен ята тивĕçнĕ Рассых Бикчурина халалласа ирттерчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика