29 июня 2011 г.
Район халăх сучĕн приговорĕпе килĕшÿллĕн Тури Чакăри 35 çулхи А. Яганова Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн III стат-йин тăваттăмăш пайĕпе айăпланă. Ăна çирĕп режимпа 9 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтармалла тунă.
А. Яганов кăçалхи нарăсăн 16-мĕшĕнче Р. Ежова килĕнче хĕрĕнкĕскер хăйпе пĕрле пурăнакан Т. Васильевăпа хирĕçсе кайнă. Хĕрарăма тĕрлĕ çĕртен алăпа тата урапа тапса хĕненĕ. Вут пуленки те пуçне, çан-çурăмне тивнĕ. Унтан урисенчен сĕтĕрсе тула илсе тухнă. Çуна çине хурса хăйĕн килне илсе кайнă. Çул çинче те çапса –тапса пынă. Çĕрле хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă.
В. ЗАЙЦЕВ, аслă следователь.